Сувар

Çырмасăр пултарайман

Аннепе иксӗмӗрӗн пурнăç çинчен çырнă пекех ку кӗнеке

Нумай пулмасть ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ Николай Сорокин çырнă «Тăлăх арăм минтерӗ» кӗнекене вуласа тухрăм. Пытармастăп, чăваш хӗрарăмӗ пирки çырнă хайлав манăн чуна пырса тиврӗ. Юлашки çулсенче вуланă кӗнекесенчен мана Гузель Яхинан «Зулейха открывает глаза» кăна çапла чӗрене хумхантарнăччӗ. Çак асăннă икӗ хайлава та çыравçăсен паттăрлăхӗ вырăнне хурса хаклас килет. Сорокинăн романӗнче сăнланакан тылри кăткăс, хăш чух юнлă, пурнăç, уйри тата фермăри йывăр ӗçсем пирки писательсем халиччен нумай кӗнеке çырнă. Анчах та çак романа вăрçă вăхăтӗнчи пурнăç çинчен çырнă ытти хайлавсемпе арпаштараймăн: кунта çав вăхăт пирки мӗнле-тӗр хăйне евӗрлӗх пур. Автор хăйшӗн чи пӗлтерӗшли, чăтса ирттерни пирки каласшăн. Кунта эпӗ унăн пӗлтерӗшлӗ суйлав тăвас умӗнхи пысăк яваплăхне куратăп. Кунта пӗтӗмпех чăн: кашни сцена, вак-тӗвек, калаçусем, сăнланисем... Николай Михайлович Сорокинăн пӗр шикленмесӗрех çапла калама ирӗкӗ пур: «эп ку романа çырмасăр пултараймарăм».
Романа вуланă май вăрçă вăхăтӗнчи ял пурнăçӗ, тыл ӗçченӗсем çинчен ытларах пӗлетӗн. Нумай япалана тарăнрах ăнланатăн, уççăнрах куратăн. Хальхи вăхăтра юнлă тата тар шăршиллӗ, куççульлӗ вăрçă хаярлăхӗ пирки никама та каласа шантарма тăрăшмалла мар, кун пирки пурте аван пӗлетпӗр. Çапах та Çӗнтерӳ мӗн тери хака ларнине пиртен никамăн та манмалла мар.
Романра çырса кăтартнине чăн пурнăçран илни тӳрех куçа курăнать: хăш-пӗр эпизодсем хăйсен чăнлăхӗпе çав тери чуна пырса тивеççӗ, куççуль кăлараççӗ. Кунта хуйхă-суйхă, хăрани, ырату нумай.
Кӗнекене вуласа пынă май хайлавăн стилистики улшăнса пырать, эпир тӗп сăнарăн çак таранччен пит палăрман çиллипе ыратăвӗ çиеле тухнине куратпăр. Анчах кунта та автор çӗкленчӗк хӗрӳ туйăм хыççăн каймасть, опытпа сисӗмлӗх ăна интонацие тӗрӗс тытса пыма пулăшать.
Н.Сорокинăн романӗ вăрçă вăхăтӗнче ача пулнисене уйрăмах хумхантарать. Çак кунсенче ман пата музее 77 çулхи Мария Андреевна Матвеева (Пăва районӗнчи Тутиелӗнче çуралса ӳснӗ вăл) килчӗ те: «Аннепе иксӗмӗрӗн пурнăç çинчен çырнă пекех ку кӗнеке. Тавах Сорокина», – терӗ.
Вăрçă вăхăтӗнчи пурнăçа питӗ пысăк ăсталăхпа çутатса панăран романра пулса иртекен ӗçсем чăн пулни пирки пӗрре те иккӗленӳ çуралмасть. Нимӗн те кăларас та, хушас та килмест. Фронт ăрăвӗ умӗнче эпир ӗмӗр-ӗмӗр парăмра – çакна каласшăн автор ку кӗнекене çырса.
Уйрăммăн романа чăвашла куçаракансене тав тăвас килет: В.Александровăпа Е.Турхан, ман шутпа, ума лартнă задачăна пысăк ăсталăхпа пурнăçланă.
Олег МУРЗИН,
П.Хусанкай ячӗллӗ музей ертӳçи, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ.
Элкел районӗ,
Сиктӗрме-Хусанкай.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: