Сувар

Дезинфекци тума субсиди параҫҫӗ

Субсидие илес тесен налог службине электронлӑ почтӑпа заявлени ямалла, ҫакна налог тӳлекенӗн харпӑр кабинечӗ урлӑ тума пулать

 

Тутарстанри 11 пин ытла организаци тата уйрӑм предприниматель дезинфекци хатӗрӗсем туянма субсидисем илме пултараҫҫӗ тесе пӗлтерет ТР Экономика министерствин пресс-служби.
"Тӳррӗммӗн парӑнакан субсидие тавӑрса памалла мар, республикӑра ӑна пӗтӗмӗшле илсен 33 пин ҫынна ӗҫлеттерекен организацисемпе уйрӑм предпринимательсем илееҫҫӗ"–пӗлтернӗ министерствӑра. 
Тӗрев парас ҫӗнӗ мел июлӗн 15-мӗшӗнчен ӗҫлеме пуҫлать. Субсидине 2020 ҫулта пӗр хутчен коронавирус инфекцийӗ сарӑласран тумалли  дезинфекци тата профилактика тӑкакӗсене саплаштарма параҫҫӗ. 
Персоналпа посетительсен тачӑ ҫыхӑнӑвӗ пур предприятисен ҫак пулӑшӑва илме май пур. Хушма вӗрентӳ, физкультурӑпа сывату, гостиница, апатлантару, япала ҫӑвас, химчистка, парикмахерски, илем салонӗсен, санаторисен сферинче ӗҫ илсе пыракансен субсидие илме май пур.
Субсидие илес тесен налог службине электронлӑ почтӑпа заявлени ямалла, ҫакна налог тӳлекенӗн харпӑр кабинечӗ урлӑ тума пулать. Заявленисене 2020 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 15-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: