Сувар

Джаз сезонне Куинн Дево уçрӗ

Енчен те фестиваль хупăннă пулсан, çак концерт пулмасса та пултаратчӗ. Ольга Скепнерăн вара ун пек шухăшсем пулнă. 2019 çул пуçламăшӗнче Хусан Ратушинче хӗллехи вăхăтра иртекен джаз сезонӗ хыççăн Кремльти джаза вăл хупасшăн пулнă. Ун валли çивӗч сăлтавсем те пулнă.

Хăватлă, çулăмлă, вăйлă! Тата мӗнле сăмах тупам-ши Америкăранах килнӗ QUINN DE WEAUX ушкăн пирки. Шăпах вӗсен концерчӗпе пуçланчӗ июлӗн 11-мӗшӗнче «Кремльти джаз». Ушкăн солисчӗ Куинн Дево Раççее гастрольпе килнине пӗлсен фестиваль учредителӗ Ольга Скепнер вӗсене Хусана килме чӗннӗ. Вокалист хаваспах килӗшнӗ. Раççейре гастроль турӗ йӗркелеме музыкантсене АПШăн Раççейри Посольстви пулăшу панă.

Куинн Дево юрăçа Америкăра кăна мар ытти çӗршывсенче те аван пӗлеççӗ. Соул стилӗпе юрлаканскере куракансем тӳрех асăрханă. Унăн карьери Оклендри Bay Area в Eli’s Mile High Club клубӗнче пуçланнă. Халӗ те вăл унпа тачă çыхăну тытать.  QUINN DE WEAUX пысăк ушкăн: икӗ саксофонист, пӗр параппанçă, синтезаторпа калакан, икӗ бэк-вокалист унта. Куинн Дево хăй бас-гитарăпа калать.

Музыкантсен репертуарӗ джазпа кăна вӗçленмест, вӗсем блюз, рок-н-ролл та выляççӗ. Хăш-пӗр юррисенче кантри стилӗ те сисӗнет.  Вӗсен юррисенчен чăннипех пысăк киленӳ илетӗн, кӗвӗ вăйлă янăрасан та хăлхана çурмасть. Куракансем чăтаймарӗç, концертăн иккӗмӗш пайӗнче ташлама пуçларӗç. Вӗçленсен те çынсем ушкăна сцена çинчен ярасшăн пулмарӗç, Куинн Дево вара тепӗр юрă юрласа пачӗ.

Енчен те фестиваль хупăннă пулсан, çак концерт пулмасса та пултаратчӗ. Ольга Скепнерăн вара ун пек шухăшсем пулнă. 2019 çул пуçламăшӗнче Хусан Ратушинче хӗллехи вăхăтра иртекен джаз сезонӗ хыççăн Кремльти джаза вăл хупасшăн пулнă. Ун валли çивӗч сăлтавсем те пулнă. Кун пирки вăл кăçалхи сезона уçнă чухне пӗлтерчӗ. Çуллахи джаз концерчӗсене уçнă çӗре ТР культура министрӗ Ирада Аюповăпа «Хусан Кремлӗ» патшалăх историпе архитектура тата художествăлла музей-заповедникăн директорӗ Зиля Валеева та килчӗç.

  • Иртнӗ çулти «Хусанти джазăн» юлашки концертӗнче сирӗнпе сывпуллашнă вăхăтра эпӗ куççӳлентӗм. Ăна никам та сиссе юлаймарӗ, паллах. Мӗншӗн тесен ун чухнех фестивале хупма шухăш тытнăччӗ ӗнтӗ. 12 çул хыçра, 12 фестиваль. Концертсен шучӗ çав тери нумай, пӗр сезонра кăна 8 концерт иртет. Тӗрлӗ шухăш явăнчӗ пуçра: фестиваль форматне улăштарасси, ăна çӗнетесси пирки. Кăçалхи мартăн 30-мӗшне нихăçан та манмастăп. Вырсарникун кунӗпе те йывăр шухăшсем пуçран каймарӗç. Турăран тӗлӗнтермӗш ыйтрăм. Тӗлӗнтермӗш тунтикун ирхине 9.00 сехетре пулчӗ. Мана Тутарстан Республикин культура министрӗ Ирада Хафизянована шăнкăравларӗ, фестиваль ыйтăвӗпе. Çав самантран питӗ нумай ырă пулăмсем пулса иртрӗç. Вăл, Правительство пулăшнипе паян эпир кунта пуçтарăнайрăмăр. Пысăк тав Ирада Хафизяновнăна, Зиля Рахимьяновăна, – чӗре тӗпӗнчи сăмахсене каларӗ Ольга Скепнер. Унтан сцена çине культура министрне чӗнсе кăларчӗ.

Ирада Аюпова Зиля Валеевăна хăйӗнчен хăвармарӗ. «Вăл пурнăç тӗршшӗпех манăн вӗрентекен, куратор пулса тăрать», – терӗ аслă юлташне хисеплесе. Ирада Хафизяновна фестиваль Хусан хулин культура пурнăçӗн пайӗ пулнине палăртрӗ.

  • Паян ирхине çумăр çуни кăштах хăратрӗ, концерт пулаймасть пуль тенӗччӗ. Телле, иртрӗ, çӳлтен килекен япала пурах пулӗ çав. Зиля Рахимьяновна пулăшнипе кăçалхи концертсенче чăн-чăн рояль пулать. Чи кирли – фестивале, джаза юратакансен шучӗ ӳссе пыни. Ку çынсен культура туртăмне кăтартакан япала. Ольга Викторовнăна тав, вăл хăй те ӗнтӗ музыкăсăр, джазсăр пурăнаймасть. Фестивале хупни уншăн инкек вырăнӗнче пулӗччӗ,  – терӗ культура министрӗ.

Зиля Валеева «Кремльти джаза» Хусанти çуллан палли тесе палăртрӗ.

  • Паян ăнсăртран ăшăрах пулса кайрӗ: сиртен, килнӗ хăнасенчен, хаклă хăнасенчен. Джаз сезонӗ Кремльте иртни мана савăнтарать. Ан тив, музей-заповедник çынсемшӗн япăх хыпарсенчен, фейксенчен, кичемлӗхрен хӳтӗлевçӗ пултăр. Кун пек мероприятисем музейсене малалла пурăнма пулăшаççӗ, – сезона ăнăçу сунса калаçрӗ Зиля Валеева. Куракансене фестивале хутшăннăшăн, ăна юратнăшăн тав турӗ.
  • Вăт, çапла, хӗрарăмсен команди тăрăшнипе паян фестиваль пурăнать, – вӗçлерӗ вăл сăмахне.

Малалла  QUINN DE WEAUX ушкăн концерчӗ пуçланчӗ. Куинн Дево вокал пултарулăхӗсӗр пуçне пысăк артист харизмипе хăй патне илӗртрӗ. Ахаль тыткаларӗ вăл хăйне. Çавăнпа та куракана çывăх пулчӗ-тӗр. Бэк-вокалисткисем тата мӗнлерех хӳхӗмскерсем. Сассисем вăйлă, илемлӗ. Виçӗ çул пӗр концерта сиктермесӗр çӳретӗп «Кремльти  джаза», тӗнчипе паллă вокалистсем килеççӗ унта. Анчах сăмаха ӳстермесӗр калатăп: ку концертпа танлашаканни пулманччӗ-ха.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 

  

 

Реклама
Теги: Музыка
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: