Сувар

Электронлӑ заявкӑсене те йышӑнаҫҫӗ

Кашни муниципаллӑ йӗркеленӳре строительство ирттермелли ирӗке электронлӑ майпа илме пулать

Юридици сӑпачӗсенчен чылайӑшӗ строительство сферинче электронлӑ услугӑсемпе усӑ курмаҫҫӗ, ҫакӑ кирлӗ даннӑйсене хӑвӑртрах тата ансатрах илме май парать пулсан та. Уйрӑммӑн илсен, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра стройка тума ирӗк илме онлайн та пулать. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене ТР строительство, архитектура тата ҪКХ министрӗн ҫумӗ Владимир Кудряшев пӗлтернӗ.

"Кашни муниципаллӑ йӗркеленӳре строительство ирттермелли ирӗке электронлӑ майпа илме пулать.
Шель пулин те эпир ҫынсемпе юридици сӑпачӗсем ҫак услугӑпа сахал усӑ кураҫҫӗ.
Эпир строительствопа ҫыхӑннӑ мӗн пур услугӑсене электронлӑ тӗс ҫине куҫарни ҫинчен аса илтерсех тӑратпӑр", – тенӗ Кудряшев.
Ун сӑмахӗсемпе, республикӑра ҫакнашкал куҫӑм валли мӗн пур услови пур. ТР Минстройӗпе Цифра министерстви мӗн пур процедурӑсене электронлӑ тӗсе куҫарса енӗпе ӗҫлеҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: