Сувар

Енисей тӑрӑхӗнчи чӑвашсем конференци ирттернӗ

Вӗсене ӗнтӗ нумай ҫул Геннадий Храмов ертсе пырать

Мартӑн 7-мӗшӗнче Красноярск крайӗнчи чӑвашсен конференцийӗ иртнӗ. Унта наципе культура автономийӗн 2019 ҫулти ӗҫӗсене пӗтӗмлетсе 2020 ҫула плансем тунӑ.

Чӑваш делегачӗсем конференцие регионри  24 муниципаллӑ йӗркеленӳрен:  Абански, Ачински, Балахтински Большемуртински, Березовски Емельяновски, Казачински, Козульски, Мански, Назаровски,  Новоселовски, Нижнеингашски, Рыбински, Саянски, Сухобузимски районсенчен тата Ачинск, Дивногорск, Железногорск, Зеленогорск, Канск, Красноярск, Назарово, Сосновоборск, Шарыпово хулисенчен килсе ҫитнӗ.
Пухӑннӑ чӑвашсене Красноярск крайӗн Кӗпӗрнаттӑрӗн управленийӗнче общество ҫыхӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Сослан Тадтаев, Казачински районӗн пуҫлӑхӗ Юрий Озёрских, РФ Общество палатин пайташӗ Валерий Васильев саламланӑ.
Конференци Красноярск крайӗнчи ЧНКА Президенчӗн Геннадий Храмовӑн тата районсенчи чӑвашсен ертӳҫисен доклачӗсене  итленӗ.
Сӑмах калакансем чӑвашсем ирттерекен мероприятисем лайӑх йӗркеленнине, общество ӗҫне ачасемпе ҫамрӑксене явӑҫтарнине палӑртнӑ.
Докладсене пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн Красноярскри ЧНКАн 2020 ҫулхи планне ҫирӗплетсе тесе делегатсем пӗр саслӑн сасӑланӑ.
Малалла общество ӗҫӗнче палӑрнисене парнесемпе наградӑсем панӑ. Ун хыҫҫӑн пысӑк концерт кӑтартнӑ крайри чӑваш ансамблӗсем.

Красноярск крайӗнчи ЧНКА тивӗҫтернӗ материалсем тӑрӑх хатӗрленӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: