Сувар

Эп тӗне кӗмен чăвашсен йăхӗнчен

61 çула çитсен вара ача пек юланутпа хăвалама пуçларăм, телевизор та çӗнсе илме пултартăм.

Анатолий Савгачев несӗлӗсем Нурлат районӗнчи Ерепьел ялне икӗ ӗмӗр каялла Аксу тăрăхӗнчи Савгачево ялӗнчен килсе тӗпленнӗ. Вӗсен тӗллевӗ чăвашсен ӗлӗкхи тӗнӗпе пурăнасси пулнă. Малтанхи вырăнта вара вӗсене христиан тӗнне ирӗксӗр кӗртме тытăннă. Çавăнпа икӗ пӗртăван – Саватней тата Саврик кунта тарса килнӗ. Çӗнӗ вырăнта вӗсене перепись вăхăтӗнче малтанхи ялӗн ятне кура хушамат панă – Савгачев. Анатолий Михайлович – Саватней йăхӗнчен.

Эпир кунта та паянччен хамăр авалхи тӗне сыхласа пурăнатпăр, çӗнӗ тӗн йышăнман, – тет Анатолий Михайлович.

Эпӗ çак хастар чăвашпа кăçал март уйăхӗн 1-мӗшӗнче Нурлатра Чăваш культурин кунӗнче çывăхрах паллăшрăм. Унччен вара Шупашкарта  Чăваш наци конгресӗн пухăвӗсенче куркаланă, вăл унта тухса сăмах каланине те астăватăп. Хальхинче вăл Ульяновска чупса ăмăртма килсен вара юнашар ларса чылай пуплерӗмӗр. Ку çынпа калаçнă майăн тӗлӗнсе пыратăн: мӗн чухлӗ ырă шухăш, мӗн чухлӗ ырă тӗллев, мӗн чухлӗ чун хавалӗ унра!

Салтакран килсен пилӗк кунран – ӗçе

Ашшӗпе амăшӗ, Михаил Николаевичпа Елена Кирилловна, 1907 çулхисем пулнă унăн, вӗсем пилӗк ача çуратса ӳстернӗ. Анатолий чи кӗçӗнни, 1951 çулхи.

Ялта пуçламăш шкултан вӗренсе тухнă хыççăн 5- 8-мӗш классене çичӗ çухрăмри Чăваш Менчине çӳреме тиврӗ, унта интернатра пурăнаттăмăр. Вăтам шкул вара Якаелӗнче пӗтертӗм. Ун хыççăн Мензелинскри совхоз-техникумра зоотехник профессине алла илтӗм. Салтака кайиччен кăштах Çӗнӗ Шупашкарта ӗçлесе куртăм, – пуçлать Анатолий Михайлович калаçăва.

Салтакра авиаци службинче пулать вăл – Чита облаçӗнчи Борзя хули хӗрринчи аэродромра, оператор-локаторщик. 1974 çулта тăван яла таврăнать. Яла таврăнать-ха, анчах тăван килӗ çук, тӗпӗпех çунса кайнă. Çитменнине, амăшӗ те суккăр. Салтак шинельне хывса пăрахнă çамрăкăн пӗрремӗш тӗллевӗ – хӗл çитиччен пӳрт лартса пурăнма кӗмелле.

Майăн 5-мӗшӗнче çартан таврăнтăм та мана тӳрех клуб заведующийӗ пулма ыйтрӗç. Пилӗк кунтан  ӗçе пуçăнтăм. Каçпа 11 сехетчен клубраччӗ, ирхине пилӗк сехетре тăрса алла пуртă тытаттăм, чутлама та касма пуçлаттăм. Ман асатте те, атте те платник-столяр пулнă, вӗсенчен вӗреннӗ ăсталăхпа усă курса çапла пӳрт туса лартрăм, – аса илет Ерепьел чăвашӗ.

Анатолий Михайлович 1974 çултах çемье çавăрнă, кӳршӗ Уксăмлă ялӗнчи Елизавета ятлă хӗре качча илнӗ. Маларах кайса çакна каламалла: вӗсем виçӗ ача çуратса çын çине кăларнă: Владислав (сварщик), Алина (агроном) тата Алексей (юрист), вӗсем паян тӗрлӗ çӗрте пурăнаççӗ.

 Хӗветӗр пиччен «мунча дипломатийӗ»

Клубра çамрăк çын тăрăшса ӗçленине пуçлăхсем сăнасах тăнă ӗнтӗ. Вăл ял çамрăкӗсене пуçтарса концертсем лартнă, Савгачев ертсе пынипех ял артисчӗсем ытти çӗре те час-час тухса çӳренӗ.

Икӗ çултан мана ялти парторг çапла калать: «Анатолий, эпир сана ял Совечӗн председательне лартасшăн, эсӗ ку ӗçе пултармалла». Çапла мана сӗтел хушшине лартрӗç те ӗçле терӗç. Мӗн ӗçлемелле, мӗнрен пуçламалла? Нимӗн те ăнланмастăп. Ку хыпара илтсен ман аякри тăван, Хӗветӗр Савгачев çыравçă, манпа «мунча дипломатийӗ» ирттерчӗ. Мунча кӗнӗ вăхăтра Хӗветӗр пичче, вырăнта ӗçлесе курнăскер, çынсемпе мӗнле хутшăнмаллине, хама обществăра еплерех тыткаламаллине нумай вӗрентрӗ. Ун чух ӗçӗ чылайччӗ – халăхран çăмарта, сӗт, çăм тата ыттине пуçтармаллаччӗ. Çаплах шкула вутă-шанкăпа тивӗçтермелле. Кашни кун халăхпа калаçмалла, çынсене тӗрлӗ ыйтупа йышăнмалла. Кашни эрнере  района канашлăва кайса отчет памаллаччӗ, – тăсать А.Савгачев пуплеве.

Зоотехник

1980 çулта А.М.Савгачев ялти «Большевик»  колхоза куçать, хăйӗн специальноçӗпе тăрăшма пуçлать – зоотехник. Ун чух выльăх питӗ нумай усранă: 7 пин кролик, 1 пин сысна, 250 ӗне...  Пилӗк сехетре колхоз правленийӗнче нарядра пулмалла, каçхине 7-8 сехетре çеç киле таврăнатăн.

Канмалли кунсем çинчен манмалла кун пек ӗçре, уявсенче те фермăра пулмалла, выльăхсене пăхмалла, тӗрӗслемелле, вӗсем чӗрӗ чунсем-çке. Ун чух Нурлатра пысăк аш комбиначӗ пурччӗ, выльăхсене çавăнта ăсататтăмăр. Председатель пире ӗçрен туя тата виле пытарма çеç яратчӗ. Ытти чухне ялан колхозра, – сăмах çăмхине сӳтет вăл.

1991 çулта Совет Союзӗ аркансан колхозсемпе совхозсем те саланма тытăннă. 1994 çулта «Большевик» та пӗтет. Анатолий Михайлович, ӗçсӗр тăрса юлнăскер, Нурлата кайса страхлакан компание вăхăтлăха та пулин тесе ӗçе кӗрет. Вăхăтлăха кӗрет те 23 çул тăрăшать! Утмăл çичӗ çулта çеç каять унтан. Ӗçлеме вара 17 çултах тытăннă. Çапла вара, унăн стажӗ 50 çул, çур ӗмӗр!

Обществăлла пурнăç

Çӗнӗ саманара çӗршывра наци йăли-йӗркине, уявӗсене чӗртсе аталантарас тапхăр пуçланчӗ.

Мăшăрăмпа Елизавета Тимофеевнăпа эпир те ялти йăла-йӗркене чӗртес тесе тăрăшма пуçларăмăр. Ялта юрă ушкăнне йӗркелесе ятăмăр, унта çӳрерӗмӗр. Кунта Культура çурчӗн директорӗн, Тутарстан Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗн Светлана Семеновна Ефремован тӳпи пысăк. Шупашкара çитсе сцена çине тухмалли тум çӗлеттертӗмӗр. Хусанта Чăваш наципе культура автономине йӗркелесен мана унăн хамăр районти уйрăмӗн пайташне суйларӗç. Шупашкара Чăваш наци конгресӗн съезчӗсене те пӗрре мар хутшăннă эпир. Пӗррехинче пирӗн районтан пынă 15 çынна ЧНК президенчӗ Г.Н.Архипов хăйӗн дачине илсе кайса питӗ вăйлă хăна туса янăччӗ.

Çичӗ çул каялла ялта пӗрремӗш хут Учӳк ирттертӗмӗр. Малтан ун мешехине Элмет районӗнчи Патраклă ялне кайса куртăмăр. Эп страхлав агентӗнче пӗрмай килӗрен киле çӳретӗп. Хам тӗп тивӗçе пурнăçланă май çынсемпе авалхи йăла ирттересси пирки майӗпен сăмах пуçаратăп, ăнлантаратăп. Кам мӗнпе пулăшма пултарать – пулăшрӗç. Çăмарта, кӗрпе, çу тата ыттине пуçтарчӗç. Чӳк тума тата аш кăна кирлӗ. Эп ăна Сулейманов хуçалăхне кайса ыйтрăм, 10 кило çыртартăм. Ăна илме Питтимӗрьел ялне ирхине çичӗ сехетрех тухса кайрăм, вăл пиртен тепӗр ял урлă. Тутарсем пăрăва витерен илсе тухса çыхрӗç. Ăна вара тӗне кӗмен çын пусмалла. Кӗлӗ вуласа юн кăлараканӗ хам пултăм, ку питӗ пӗлтерӗшлӗ Учӳк ирттернӗ чух. Пăрăва тутарсем хăйсемех тирпейлерӗç, мана 10 килограмм вырăнне 15 килограмм аш тыттарса ячӗç. Миххе йăтрăм та шоссе çине тухрăм, нумай та вăхăт иртмерӗ – «КамАЗ» автомашина çитрӗ, унпа ларса яла килтӗм.

 Уява масар çумӗнче хирте ирттермеллеччӗ, анчах унта шыв çук, çавăнпа клуб умӗнче тума шутларăмăр. Пăттине те тӗне кӗмен çын пӗçермелле, вуттине те унăнах хурса тăмалла, çавăнпа ку ӗçсене йăлтах хам пурнăçларăм. Малтан килтен илсе кайнă хуранпа аш пӗçертӗм, ун шывӗ çине пилӗк тӗрлӗ кӗрпе ярса пăтă хатӗрлерӗм. Халăх нумайччӗ, районти ялсенчен чылай пынăччӗ, районти ЧНКА уйрăмӗн пайташӗсем те пурччӗ. Мăчавăрӗ те хамах пултăм, мăн асатте-асанне кӗллисене хамах каларăм. Ку ӗçре мана ялти шкул вӗрентӳçи Ирина Петровна Краснова нумай пулăшрӗ, культура программине хăй çине илчӗ, тавах ăна.

Тепӗр çул вара ял 220 çул тултарнă ятпа тепӗр уяв ирттертӗмӗр. Çапла вара, хăнăхса кайрăмăр та – кашни çулах мӗнле те пулин мероприятии хатӗрлетпӗр халăха савăнма. «Сувар» хаçат вӗсем пирки çырсах, пӗлтерсех тăрать, – каласа парать вăл хавхаланса.

 Каласа хăвармалла, ялти юрă ушкăнӗ малтан «Шăпчăк» ятлă пулнă, вăл саланнă хыççăн çӗнӗрен пуçтарса «Пилеш» ят панă. Паян Анатолий Михайлович ушкăна хăйӗн ташшипе илем кӳрет.

Вăрçăра вилнисене асăнса – палăк

Сулейманов инвестор ку тăрăха 2009 çулта килнӗ те пуху туса çӗрсене хăйне пама ыйтнă. Пуху хыççăн Анатолий Михайловичăн чунӗ вырăнта мар, вăл хăюлăх çитерсе хуçа патне пырса çапла каланă: «Пирӗн ялта Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк çук. Çавна питӗ лартас килет». Хуçа нумай шутламасăр: «Тытăнăр, ӗçлӗр, эп сире кирлӗ материал парăп», – тенӗ.

Çапла вара Савгачев тепӗр ӗçе пуçăнать, каллех халăхран укçа пуçтарать. Район центрӗнчи архитектура пайне кайса проект тутарать, ун тăрăх ӗçлеме те хăйех тытăнать: виçет, никӗс валли шăтăк чавтарать, материал илме чупать... Нумай та вăхăт иртмест – ял çӗнӗ палăкпа илемленет. Халь ялта вăрçăра вилнисене асăнса, тав туса пухăнмалли вырăн пур.

Спорт хастар пурăнма май парать

Анатолий Михайлович ачаранах спорта килӗштернӗ. Якаелне шкула кашни кун çичӗ çухрăма çуран çӳренӗ, хӗлле вара унта çитме йӗлтӗр сырнă. Çакăнта ун çан-çурăмӗ, алли-ури тӗрекленнӗ. Салтакра вăл чупассипе ротăра та ялан иккӗмӗш вырăнта пулнă. Салтакран килсен, 1975 çулта, Совет Союзӗн Геройне А.И.Кузнецов летчика асăнса ирттерекен район чупăвне хутшăнса 16 çухрăма парăнтарать.

– Ял Советӗнче ӗçлеме тытăнсан чупма пăрахмашкăн тивнӗччӗ. Мана эс халь вырăнта ӗçлетӗн, ача вăййи ан выля, ачалăхна пăрах текенсем тупăнчӗç. Çапах та зоотехника кӗрсенех лаша спорчӗпе аппаланма тытăнтăм, 30 çул Сабантуйсенче качалкăпа чуптартăм. Хусанта Пахтакор ятлă лашапа мала тухса ЛТЗ-80 трактор çӗнсе илни те пулнă. Элметре те çӗнтерсе куртăм, унта финиша малтан çитсен Нурлат районӗн пуçлăхӗ Сибагатуллин мана савăннипе урапа çинчен аллипе йăтса илчӗ. Кунта Тутарстан Президенчӗ М.Ш.Шаймиев та пурччӗ, эпир чуптарнине пăхса ларатчӗ. Элметре мана «Днепр» мотоцикл пачӗç. Иккӗмӗш вырăна тухнине вара – машина, мӗншӗн тесен вăл «хăйсен» çынниччӗ. Чăнах та, парнисем хам валли мар ӗнтӗ, колхоза. Мана уншăн колхоз преми паратчӗ.

61 çула çитсен вара ача пек юланутпа хăвалама пуçларăм, телевизор та çӗнсе илме пултартăм. Фортуна ятлă лашапа нумай приз илнӗ. Эп килте 22 çул лаша усрарăм, хăш чухне вӗсен шучӗ виççе çитетчӗ. Мана Самар, Чӗмпӗр, Тутарстан тăрăхӗсенчи лаша спортне юратакансем лайăх пӗлеççӗ, – тет вăл.

Пилӗк çул каялла Анатолий Михайлович çӗнӗрен çине тăрса чупма пуçланă. Паян 86 çулпа пыракан И.В.Казаков (вăл тӗнче шайлă спорт мастерӗн Лягушовăн пӗрремӗш тренерӗ, Аксу районӗн çынни, физкультура учителӗ пулнăскер) ăна канашсем парса тăрса чупма хăнăхтарнă. Савгачев кунне 12 çухрăм чупма пуçланă. Халь ирхине икӗ çухрăм, каçпа 4-5 çухрăм чупать. Малтан Нурлатра «Наци кросӗнче» 2-мӗш вырăна тухнă, икӗ çул каялла вара çӗнтерме те пултарнă. Çӗнтерӳ уявне халалланă чупура та мала тухнă.

Кăçал ăна Нурлат районӗнче çуралса ӳснӗ паллă тренерăн М.А.Гореловăн призӗшемшӗн ирттерекен ăмăртура хай çул-ӳсӗмӗнчисем хушшинче хăвса çитекенни пулман. Çулла вара Анатолий Михайлович Чӗмпӗр тăрăхне икӗ хут килсе кайрӗ. Малтан Чăнлă районне Ильгиз Сафин тусӗпе пӗрле çитрӗ, «Солнце – Аслă Нагаткин» хушша чупассипе (9 çухрăм) ăмăртура çӗнтерчӗ.

Ун хыççăн юлташăм Чӗмпӗре тепре килсе кайрӗ, «Чӗмпӗр çурма марафонӗ» чупура 5 çухрăма 25 минутра парăнтарса хăйне аван енчен кăтартрӗ.

Эп пачах пирус туртса курман, 1980 çулхи мартăн 4-мӗшӗнчен вара çăвара эрех-сăра та перӗнтермен. Лимонадран хăватлăраххине нимӗн те ӗçместӗп. Спорт мана паян та çакăн пек хастар пурăнма пулăшать. Вăл сывлăха тивӗçлӗ шайра тытса тăрать, чӗрене, алă-урана çирӗплетет, – тет вăл спорт пирки.

Килти музей

 

Кунпа кăна çырлахмасть-ха Ерепьел чăвашӗ. Ял çинчен материалсем пуçтарать, килӗнче 3-4 çул каялла авалхи япаласен музейне те уçать.

Çамрăк чухне урамран кӗрсен пире вăратса ан çӳреччӗр тесе ачасем валли пӗчӗк пӳрт ăсталаса панăччӗ эпӗ. Ачасем ӳссе тухса кайрӗç те – вăл пушанса юлчӗ. Унта ăпăр-тапăр пуçтарса пынипе вăл тулсах пычӗ. Э, кун пек юрамасть терӗм. Пӗтӗм япаласене кăларса пăрахрăм та кунта ӗлӗкхи япаласен музейне тăвас терӗм. Эп хам та асатте тӗпӗнчех пурăнатăп, мӗнпур кивӗ япаласене шыраса тупса çак пӳрте хутăм. Унтан ял тăрăх килӗрен  кайрăм – камăн мӗн пур? Чăнах та, пачӗç кивӗ япаласене, эпӗ вӗсене тирпейлесе çынсен куçӗ умне хутăм, халь кирек кам та килсе курма пултарать вӗсене. Пӳрт тăп-тулли халь кивӗ хатӗр-хӗтӗр: тылă, кӗнчеле, алă арманӗ, чӳлмек-кăкшăм, хушпу, сурпан... Пионерсен вымпелӗсем те, горнӗ те пур! 1700 – 1800 çулсенчи укçа-тенкӗпе илемлетнӗ сурпана Мускавран килнӗ çынсем чылай çул каялла 50 пинле туянасшăнччӗ – сутмарăм ун чух. Халь çынсем ăна курса киленеççӗ, – тет Анатолий Михайлович савăнса.

 Районти «Асамат кӗперӗ» ятлă литература пӗрлӗхӗн пайташӗсемпе – Маргарита Литтапа, Андриян Григорьевпа, Валентин Бурайкинпа тата ыттисемпе те туслă çыхăну тытать тӗрлӗ енлӗ пултаруллă Анатолий Савгачев.

Хамран та кăштах хушса çырам-ха. Нурлатра курса калаçнă хыççăн Анатолий Михайловичпа социаллă сетьсем урлă çыхăну тытрăмăр. Эп ăна апрель уйăхӗнче хамăн «Подвиг во имя матери» кӗнеке хăтлавне  йыхравларăм. Мӗн тетӗр? Вăл хăйӗн тутар тусӗпе Ильгиз Сафинпа Нурлат районӗнчен Аслă Нагаткина 300 ытла çухрăм хыçа хăварса çитсе тăчӗ. Тата парнесемпе килнӗ вӗсем иккӗшӗ те. Тӗлӗнмелле! Эпир унпа пӗрре кăна курса калаçнă-çке унччен. Ак çакăн пек пулать вăл чăн-чăн ÇЫН – обществăшăн пурăнакан, ыттисене усă тăвас тесе тăрăшакан ÇЫН!

 Нумай пулмасть вара Анатолий Михайлович Нурлатра иртнӗ «Наци кросӗнче»  хăйӗн çул-ӳсӗмӗнчисен хушшинче çӗнтернӗ. Вăл ун пирки мана телефонпа пӗлтерчӗ.

Николай ЛАРИОНОВ-ЙӖЛМЕЛ.

М.Литта, Г.Трофимова тата Л.Мубаракшина сăнӳкерчӗкӗсем.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Реклама
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: