Сувар

Ҫерҫи учукӗ те кирлӗ

Вӑл тӑрӑхри аграрийсем типӗ ҫулсенче те тырӑ ҫителӗклӗ пухса илеҫҫӗ

Ҫӗпрел районӗнчи Упире Ҫерҫи учукӗ ирттересси йӑлана кӗрсе пырать. Ӑна уписем ҫулсерен ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Кивӗ кӗнекесенчен авалхи йӑласене шыраса тупса пурнӑҫа кӗреҫҫӗ кунти чӑвашсем. Малти ретре пӗртӑван Ярухинсем. Пӗри - Алексей - ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ, тепри - Улатимӗр тет хӑйне, уявсенче мӑчавар тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пырать. Пысӑк пӗлӳллӗ таврапӗлӳҫӗ те вӑлах, шалти ӗҫсен ветеранӗ те.

Ҫак кун валли уписем ятарласа ҫерҫи чӗпписем тытаҫҫӗ. Вӗсен ҫунаттисене тиркӗре ҫӑваҫҫӗ. "Ҫумӑр илсе кил!" - тесе ирӗке вӗҫтерсе яраҫҫӗ.

Реклама

Ҫӳлти канцелярире уписен ыйтӑвне мӗнле татса панине эпир пӗлмест пӗр, анчах та вӑл тӑрӑхри аграрийсем типӗ ҫулсенче те тырӑ ҫителӗклӗ пухса илеҫҫӗ.

Учука хутшӑнакан халӑх та сахалӑн мар иккен. Чӳк юписем те пӗрремӗш ҫул тӑмаҫҫӗ кӗлӗ вырӑнӗнче. Апла пулсан ӗненеҫҫӗ ҫынсем Ҫутҫанталӑк вӑй-хӑватне. Тен, Ҫавӑнпа Упири чиркӗве халӗ те туса пӗтереймеҫҫӗ?.. 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: