Сувар

Атӑл урлӑ ҫулӗ пӑрлӑ

Кашни енне пӗрер полоса хатӗрленӗ, вӗсен сарлакӑшӗ 50-шар метр

 

МЧС ӗҫченӗсен кану ҫук ҫак кунсенче. Е ҫул-йӗр аварийӗ, е пушар е тата урӑх пӑтӑрмах... Тури Услон тӗлӗнчи Атӑл урлӑ пӑрлӑ ҫулӑн хатӗрлӗхне те вӗсем январӗн 3-мӗшӗнче тӗрӗсленӗ.
Аракчино патӗнче пӑр хулӑнӑшӗ 25-35 см. Ҫакӑ икӗ тоннӑ таран таякан ҫӑмӑл машинасене Атӑл урлӑ каҫса ҫӳреме май парать. Ӑна паян уҫнӑ. 
Тури Услона ҫити кунтан 3,2 километр. Ҫак пӑрлӑ каҫӑ Чӗмпӗр енчен Хусана килекен машинасен ҫулне 50 километра кӗскетет. 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: