Сувар

Фёдор Чалов хусансене кӳрентерчӗ

Футболист намӑссӑр сӑмах каласа мар, пирӗн командӑн хапхине гол кӗртсе хурлантарчӗ

 Хусанти Тӗп стадионра ӗнер Раҫҫей чемпионачӗн 4-мӗш тур вӑййинче "Рубинпа" ЦСКА тӗлпулӗҫ. 

Матча ҫумӑр витӗр 20791 куракан пӑхнӑ тесе пӗлтереҫҫӗ йӗркелекенсем. Ҫӗнӗ сезонра пӗрре те выляса яман "Рубин" питӗ ҫӗнтересшӗнччӗ. Анчах шӑпа ҫак кун хусансем майлӑ пулмарӗ. Матчӑн 41-мӗш минутӗнче хусансен штрафнойне кӗрекен Фернандес вратарь умне чупса тухакан Чалова тӗлӗнмелле пас пачӗ. Лешӗ сывлӑшри мечӗке тӳрех хапхан хӳтӗленмен енне вирхӗнтерчӗ. Ҫак илемлӗ гол матчра пӗртен пӗр хапха илӗвӗ пулчӗ. 

Мускавсем вӑйлӑ хӳтӗленсен те "Рубин" темиҫе хутчен ЦСКА хапхи умне мечӗке илсе ҫитерчӗ, анчах хусансем ӑна хирӗҫ вылякансен сеткине тӑрӑнтараймарӗҫ. Матч 0:1 шутпа вӗҫленнӗ. 

Августӑн 10-мӗшӗнче "Рубин" хӑнара "Краснодара" вылӗ. 

"Рубин" фк сайтӗнчи сӑнӳкерчӗксем

Теги: cпорт
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: