Сувар

Францире пурăнакан чăваш хӗрарăмӗ карантинра ларать

Эпир унпа социаллă сеть урлă çыхăнăва тухрăмăр

Тӗрӗссипе каласан, Францири мӗн пур çынна пырса тивнӗ карантин. Анчах унăн çурçӗр-хӗвелтухăç пайӗнче режима çирӗплетнӗ. Мӗншӗн тесен чирлисем нумай.

Пандемия хăвăрт сарăлнине пула вырăнти пульницасем çынсене йышăнса ӗлкӗреймеççӗ, чирлӗ çынсене Францирен Германие, ытти çӗршывсене ăсататççӗ. Италие Китайпа Раççей пулăшма тытăннă пулсан, кунта питех алă тăсакан çук пулмалла. Чикӗсене уçнă Евросоюз ирӗклӗхӗн тӳнтер енне те тутанать халь. Пирӗн палланă хӗрарăм акă мӗн калса пачӗ:

«Карантин ӗнтӗ иккӗмӗш эрне тăсăлать. Никам та ниçта та тухмасть. Ӗçе те каймаççӗ. Халăх вилет кашни кун. Хăрушă япала пирнӗн кунта. Малтан хам та ăнланса çитеймерӗм. Эпир пурăнакан вырăнта уйрăмах хăрушă. Люксембург, Белтги, Германи çывăх кунта. Çынсем кунта нумай кӗрсе тухнипе Чикӗсене хупнă. Апрель уйăхӗн вӗçӗнче кăна паллă пулать терӗç малашнехи ӗç-пуç. Пурте килӗсенче лараççӗ. Урамра тытсан пысăк штрафсем параççӗ çынсене. Пӗрре çаклансан 350 евро, иккӗмӗш хут лексен 700 евро штраф, виççӗмӗш хут тытсан тӗрмене те лартма пултараççӗ. Пульницасем те моргсем те çынсемпе тулнă. Крематорире те вырăн сахал тесе пӗлтереççӗ. Çар госпиталӗсене хута янă. Раççейре кулса кăна ирттерсе яраççӗ карантин пирки. Анчах пире пӗрре те кулăшла мар. Сирӗн пата килсе ан çиттӗр ӗнтӗ çавăн пек коронавирус. Çитсен те вăйсăрланни кăна. Хăрушă япала. Сыхланмашăн сӗнетӗп. Мӗнле сыхланмаллине пӗлетӗр пуль ӗнтӗ. Вăл пур çӗрте те çавах».

Францире ирнӗ талăкра коронавирусран 186 çын вилнӗ. Çӗршывăн сывлăх Сыхлав министерстви пӗлтернӗ тăрăх, 19856 çынра çак вируса тупнă. 8675 çынна госпитализациленӗ, 2 пин втла çыннăн сывлăхӗ питӗ япăх. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: