Сувар

Геннадий Карсаков: "Пирӗн ушкӑнра ҫирӗм ҫынччӗ"

Ҫур ҫул каялла нагаткинсем хӑйсем йӗлмелсене тӗлӗнтерсе хӑварнӑччӗ.

 Нумай пулмасть Ҫӗпрел районӗнчи Ҫӗнӗ Йӗлмелӗн пултарулăх ушкăнĕ Ульяновск облаҫӗнчи Чӑнлӑ районӗн центрне Аслӑ Нагаткина пысӑк концертпа кайса килчӗ. Ҫур ҫул каялла нагаткинсем хӑйсем йӗлмелсене концерт кӑтартса кайнӑччӗ. Халӗ хирĕçле визит пулчӗ.
Пирӗн ушкӑна 20 ҫынччӗ. Эпир ҫитнӗ ҫӗре Нагаткинора Чӑрӑш уявӗ пыратчӗ, ҫавӑнпа куракансен залӗ те тулличчӗ.
Концерт 25 номертен тӑчӗ, 2 сехет ҫурӑ эпир куракансене савӑнтартӑмӑр. Программӑра
чӑвашла тата вырӑсла юрӑсем пулчӗҫ. "Йӗлме" ансамбль, "Калинушка" вокал ушкӑнӗ,  уйрӑм юрлакансем тата кулӑш ӑстисем – куракансем алӑ ҫупса ывӑнчӗҫ пуль.
Тутарстанпа Ульяновск облаҫӗн хушшинчи туслӑ ҫыхӑнусене ҫирӗплетсе пынӑшӑн йӗлмелсене облаҫри Чӑваш наципе культура автономийӗн Тав ҫырӑвне, асӑнмалӑх парнесем, чечексем пачӗҫ.
Ҫакнашкал тӗлпулусем малашне те пуласса шанатпӑр.  

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: