Сувар

Иккӗмӗш хума чӑматан ҫинче ларса кӗтни усӑсӑр

Августӑн 3-мӗшӗ тӗлне Тутарстанра 5694 ҫынра  COVID-19 тупса палӑртнӑ. 4565 ҫын чиртен сывалнӑ, ҫав шутра 4-шӗ иртнӗ талӑкра

 

Тутарстана коронавирус инфекцийӗн иккӗмӗш хумӗ пулать-и? Ҫак ыйту паян нумайӑшне хумхантарать.
Инфекци ҫӗнӗ, ӑна пӗлтӗрхи декабрьтенпе кӑна сӑнаҫҫӗ-ха. Вирус хӑйне мӗнле тытнине, мӗнлерех малашне пулассине – хальхи вӑхӑтра палӑртма кӑна пулать. Мӗнле пулсан та, популяци иммунитечӗ йӗркеленмелле.
Популяци иммунитечӗ вӑл ҫынсен 50-60% инфекцирен иммунитетлӑ пулни, ун чухне вирус сарӑлма чарӑнать.
Анчах та, ҫӗнӗ коронавирус хӑйне малашне мӗнле тытасси паллӑ мар. Ҫавӑнпа та иккӗмӗш хума кӗтсе ларни тӗрӗсех мар. Хальхи вӑхӑтра медиксем коронавируспа чирлисене сиплес опыт пур. Енчен те чирӗн иккӗмӗш хумӗ пулсан, медучрежденисем те, медперсонал та пандемияпа кӗрешме хатӗр пулаҫҫӗ.
Ҫав вӑхӑтра, паянхи куна Тутарстанра ҫӗнӗ 30 ҫынра коронавирус инфекцине тупнӑ. Пурте контактлисем. 9 ҫынна пульницана вырттарнӑ. 21-шӗ килӗсенче сипленеҫҫӗ.
Чирлисенчен ытларахӑшӗ – 19 ҫын – Хусантан. Тури Услонран 3, Анат Камӑран 2 ҫын. Ешӗлвар, Кайпӑҫ, Кукмор, Лениногорск, Нурлат, Пестрецы районӗсенче – пӗрер ҫын чирленӗ.
Августӑн 3-мӗшӗ тӗлне Тутарстанра 5694 ҫынра  COVID-19 тупса палӑртнӑ. 4565 ҫын чиртен сывалнӑ, ҫав шутра 4-шӗ иртнӗ талӑкра.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: