Сувар

Империлле хăмсарусем яланах ырăпа вӗçленеççӗ тесе калама çук

Çакна историри тӗслӗхсем аван çирӗплетеççӗ. Çав шутра Александр II патшан палăкӗ вырăнӗнче урăх çын кӗлетки тăни те.

Халăха хăçан та пурнăç çулӗпе малалла утма тӗслӗх кăтартакан паттăрсем, символсем кирлӗ. Ӗлӗк те çапла пулнă, паян та çапла. Çитӗнӳ туса чапа тухнисене палăк лартса хăварасси те этемлӗх историйӗнче тахçантанпах пырать.
Хусан Кремлӗ çывăхӗнче Муса Джалиль палăкӗ вырăнӗнче импери чиккисене саракан, халăхсене ирӗке кăларакан, реформăсем кӗртекен Александр II патшан палăкӗ пулнине пӗлекен сахал. Ăна 1894 çулта лартнă пулнă. Çак патша палăкӗ 1918 çулччен тăнă вăл вырăнта. Самана улшăнннă та хаклă метала шăратнă большевиксем. Самана йăлтах тикӗслет. Хăш чухне античнăй статуясен курпун сăмсисене те. Астăватăр пулсан, вӗсене Римпа Афинăна пăхăнтарнă варварсем катса пӗтернӗ.  

Шупашкар палăк ларта-ларта тӗлӗнтерет мана хăш чух. Мана кăна мар-тăр ӗнтӗ, ытти чăвашсем те хăш чух шак! хытаççӗ пулӗ унти искусство произведенийӗсене курсассăн.
Ак калăпăр, «Арбатри» Остап Бендерпа Киса Воробьянинов палăкӗ. Астăватăр пулсан, Ильфпа Петров произведенийӗн сăнарӗсем 12 пукан шыранă вăхăтра Атăлпа ишнӗ чухне Шупашкар пирки асăнни пур. Çакна шута илсе лартнă та пулать Шупашкар варрине çак палăка.
Остап Бендер – сӳеççӗ вăрă сăнарӗ,  Киса та унран инçе каяйман. Урăхла калас пулсан мошенниксем вӗсем. Хурахла схемăсемпе усă курса çынсене улталаса хăйсен пуяс тӗллевне пурнăçласшăн. Çак шулӗксен йӗс кӳлеписем кӗтсе илеççӗ Чăваш Республикин тӗп хулин хăнисене. Мӗнле пӗлтерӗшпе ку палăк? Тен, ултавçăсен вăхăчӗ çитнипе лартнă вăл сăнарсене тимӗртен шăратса?
Ну юрӗ-ха, киноперсонажсене нумай хулара тимӗрлетнӗ. Юрий Никулинăн та, Евгений Леоновăн та йӗс киногеройӗсем вырăн тупнă Раççей хулисенче. Шупашкарта – кусем. Çавăн пек мода халь ретро çине тейӗпӗр те ытла тиркемӗпӗр.     
Анчах илнӗ хуласен урамӗсем тăрăх юн çырмисем юхтаракан, хăйсен ывăлӗсене вӗлерекен, халăхсене пусмăрта тертлентерекен ылханлă патшасене паянхи кун палăк лартма пултараççӗ тесе шанманччӗ. Лартаççӗ иккен. Чаракан çук.  Сăмах май каласан, пӗрре кăна та мар. 
Сӗнтӗрвăрри çыранӗ хӗрринче халăха ирӗке кăларас тесе çӗкленнӗ Пăкача пăлхавне пусарнă, чăвашсене тимӗрçӗ ӗçӗпе аппаланма чарнă Кӗтерне патшан палăкӗ пур-тăк, мӗн тума Шупашкарта Хаяр Йăванăн палăкӗ пулмалла мар? Патша вӗт вăл камшăн-тăр тиран, камшăн-тăр турă антарнă миссия. Вырăс летопиçӗсем тăрăх Шупашкар тӗлӗнче шăпах вăл крепоç-хула тума хушнă. Патшасем паян та килсех çӳремеççӗ Шупашкара, ӗлӗк те пуртех пулман унта.  Кӗтерне те, Хаяр Иван та Шупашкарта пулнă, апла-тăк çак çынсен палăкӗсене лартма шутлакансен логики тӗрӗсех теме пулать. Пӗр енчен шутласан. Патшасем патшалăх чиккисене сарнă. Вăрçăсенче çӗнтернӗ. Мухтав, каçарăр, Виват!
Çапах та, тепӗр енчен пăхса хакласан, чиновниксем çак йышăнусене туса васканине куратăн. Мода хыççăн чупа-чупа такăнса ӳкме те пулать вӗт.
Шупашкарти К.В.Иванов скверӗнче Хаяр Йăван палăкне лартнине Чăваш шурсухалӗсем хирӗç тăраççӗ. Иртнӗ вырсарни кун вӗсене ТНВ-па та кăтартрӗç. Чăнах та аван мар ӗнтӗ вӗсене кӳршӗ халăх умӗнче. Хаяр Йăван çарӗсем илнӗ Хусана сӗрсе тухнине истори предметӗнче аван вӗрентнӗ. Çитменнине вӗсен ялӗсене Хусан тавра 50 çухрăмри çавра хутлăхран та тасатнă пулнă. Паян пиртен 140 çухрăмри Шупашкарта çак ӗçсене тăвакансене ертсе пынă çыннăн палăкӗ ларать. Çакна мӗн темелле? Мӗнпе танлаштарма пулать ку пулăма?
Ак, калăпăр, Эсӗ хăвăн кӳршӳне пӗчӗк чух шав кӳрентернӗ çыннăн портретне чӳречӳнтен ăна курăнмалăх кăларса хуратăн. Каламасăрах паллă, ку хирӗçтерекен япала. Вăл палăк вырăнӗ скверта мар,  музейре пулмалла. Шупашкар хула администрацине çапла тума ыйтас килет.

Империлле хăмсарусем яланах ырăпа вӗçленеççӗ тесе калама май килмест.  Çакна историри тӗслӗхсем аван çирӗплетеççӗ. Çав шутра Александр II патшан палăкӗ вырăнӗнче урăх çын кӗлетки тăни те.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: