Сувар

Инна Тражуковăна Дагестан Пуçлăхӗ орден панă

Çапла юлашки икӗ çул чăваш хӗрӗ Инна Дагестан командишӗн кӗрешет.

Казахстанра ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе Тӗнче чемпионатне 79 çӗршывран 520 спортсмен хутшăннă. Раççей сборнăйӗн шутӗнче Дагестанран 7 кӗрешекен вăй виçнӗ унта. Çиччӗшӗ те медальпе таврăннă. Ылтăн çӗнсе илнӗ А.Садулаев, Г.Рашидов, З.Угуевпа пӗрле И.Тражукова та пъедесталăн чи çӳллӗ картлашки çине хăпарса çӗршыв гимнне итленӗ. Çапла юлашки икӗ çул чăваш хӗрӗ Инна Дагестан командишӗн кӗрешет.

Нумай пулмасть çӗнтерӳпе таврăннă спортсменсене Дагестан пуçлăхӗ Владимир Васильев саламланă. Вăл кӗрешӳçӗсене çӳллӗ шайри ăмăртура тӗнчери чи лайăх результатсем кăтартнăшăн мухтанă. Физкультурăпа спорта аталанатарнăшăн тата спортри пысăк çитӗнӳсемшӗн Дагестан Пуçлăхӗ спортсменсемпе тренерсене патшалăх наградисем панă.

Пирӗн ентеш Инна Тражукова «Дагестан Республики умӗнчи тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» ордена тивӗçнӗ. Çакăн çинчен Тӗнче чемпионки хăйӗн инстаграмӗнче пӗлетрнӗ. Саламлатпăр!

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: