Сувар

Интернет ҫинчен шӳтлӗ сӑвӑ

Чӑвашла пӗлнипе ҫеҫ Манӑн "тус" пулса ҫӳреҫ

 Куҫа уҫнӑ-уҫманах

Эп кӗретӗп "Контакта".

"Одноклассникран" вара

Тухаймастӑп кӑнтӑрла. 

(Телефон умра выртмасть - 

Хӑш-пӗрин апат анмасть.)

Эх, лартаҫҫӗ "чӗресем" 

Виртуаллӑ юлташсем!

Пурпӗр эпӗ вӗсене

Палламастӑп ҫуррине. 

Чӑвашла пӗлнипе ҫеҫ

Манӑн "тус" пулса ҫӳреҫ.  

"Вайбер" пур, "Ватсап" ман пур, 

Пурте халь кунта маттур. 

Пӗркеленнӗ питсене

Приложенни тикӗслет. 

Пулсан та питӳ хура - 

Йӑлт аван сан "Фейсбукра". 

Экрана ҫутатӑн та - 

Пӗтӗм ял ларать кунта! 

Питӗ савӑк-ҫке тӗнче

Интернет тӗтелӗнче. 

Кирек мӗнле ыйтӑва

Самантрах тупан хурав. 

Пӳлӗмрен тухмасӑрах

Эсӗ йӑлт пӗлсе тӑран:

Пуҫлӑх мӗскер ҫинине, 

Туссем ӑҫта ӗҫнине, 

Ывӑл иккӗ илнине, 

Арӑм ҫта ҫӳренине - 

Тавтапуҫах, "Инстаграм", 

Эсӗ чи ҫывӑх тӑван! 

Шавлӑ мар квартирӑра - 

Ачасем те группӑра. 

Те суяҫҫӗ, те чӑнах - 

Евчӗ пекех халь "Контакт". 

Кӳршӗ тупнӑ ҫуркунне

Унта пулас мӑшӑрне.

Хӗрхене пӗлмест хӑйне - 

Илчӗ ик ачаллине...

Татӑлсассӑн интернет - 

Пурнӑҫӑм тӗксӗмленет. 

Аккумляттӑрӗ чӑтсан

Хӑпмӑттӑм телефонран. 

Теги: Стих
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: