Сувар

Иртен пуҫласа каҫчен

Пурне те ыран Аксура иртекен Уяв мӗнлерех иртни кӑсӑклантарать

 Июлӗн 6-мӗшӗнче Тутарстанри Аксӑва тӗрлӗ ҫӗртен фольклор ушкӑнӗсем, регионсенчи хӑнасем пухӑнаҫҫӗ.

Вырӑнти райхаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Уявӑн хӑнисене Акатуй лапамӗнчи Тӗп хапха умӗнче 10:30- та кӗтсе илӗҫ. Вӗсене ҫӑкӑр-тӑварпа "Нечкэбил" конкурсра ҫӗнтернӗ Полинӑпа Станислав Мулеевсем сӑйлӗҫ. 

11:00 Уява уҫаҫҫӗ. Хаклӑ хӑнасем (вӗсен хушшинче Михаил Игнатьевпа Рустам Минниханов та пулӗҫ) саламласа патшалӑх наградисене панӑ хыҫҫӑн ҫӗре савӑл ҫапса кӗртӗҫ. Унтан мӗн пур фольклор ушкӑнӗ пӗрле Уяв картине тӑрӗ. Аксура унта чӑвашла тумланман ҫынсем те йышлӑ хутшӑнаҫҫӗ. 

12:30 Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартӗ. 

13:00 тӗрлӗ сцена ҫинче Тутарстанри тата Раҫҫей регионсенчи ансамбльсем юрласа ташлама пуҫлӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах "Уяв пики-2019" конкурс пуҫланать.

Уявра интерактивлӑ площадкӑсем питӗ нумай пулаҫҫӗ. Ача-пӑча  Уяв тунине те курма пулӗ. Вӗсене чӑваш халӑх вӑййисене выляттарса савӑнтарӗҫ. Ачасен юрӑ-ташӑ фестивалӗ - Уяв ҫӗнӗлӗхӗсенчен пӗри. 

Реклама

Нурлатри пекех Аксури Уявра утарҫӑ, пулӑҫӑ, арманҫӑ, сунарҫӑ  "ҫурчӗсем" курав евӗр ӗҫлӗҫ. Чӑваш мунчиллӗ, выльӑх-чӗрлӗхлӗ, кайӑк-кӗшӗклӗ кил-ҫурт хуҫалӑхне те курма пулӗ Уявра. 

Чӑваш культурипе литературине кӑмӑллакансем "Аксу вулавӗ" ятлӑ интерактивлӑ площадкӑра ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллашма пултарӗҫ. "Сувар" хаҫатӑн 25 ҫуллӑхне халалланӑ фотокурав та ӗҫлӗ Уяв лапамӗнче.

Унсӑр пуҫне купӑсҫӑсемпе такмак калакансен конкурсӗсем, сӑра вӗретекенсен фестивалӗ, пуканесен ӑмӑртӑвӗ, тата ытти пулать.

Ҫамрӑксем икӗ пӗлтерӗшлӗ "Яра пар!" лаптӑкра чӑваш дискотекинче ташласа киленӗҫ.

 

 

Теги: Уяв
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: