Сувар

Историе ҫӗнтерекенсем ҫыраҫҫӗ

Пӗлекенни – пӗлет, пӗлменни юптаруҫӑ-экскурсовод мӗн каланине ӗненет.

Реклама

 

Октябрӗн 18-мӗшӗнче республикӑри нацисен ӗҫӗ-хӗлне сӳтсе явма Пӑлхара халӑхсен 150 представителӗ тата кашни район администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ килсе ҫитрӗҫ.
Малтан хӑнасене Музей-заповедника кӑтартма илсе кайрӗҫ
.

Пулса курнӑ ҫынсем унта чӑвашсем ҫинчен нимӗн те асӑнмаҫҫӗ тесе асӑрхаттарнӑччӗ. Ҫакна ӗненес килмерӗ: мӗнле-ха пӑлхарсен историйӗ пирӗнсӗр? Анчах пӗр ушкӑн экскурсоводне пырса итлетӗп, теприне тӑнлатӑп – ҫук. Мордвапа удмурдсене асӑнаҫҫӗ, тӗне кӗрсе чалма сыриччен мӗнле чӗлхепе калаҫнине пӗлтермеҫҫӗ. "Древнетюркский" термин йӑлтах ҫырлахтарать. Васканипе пӗр чарӑнми пакӑлтатакан экскурсоводсене пӳлме те ҫук. Ҫапла 6 этаж йӑлт тутар историйӗ кӑна.
Ҫакна эпир хусантисем кӑна мар, Аксу, Нурлат, Ҫӗпрел делегачӗсем те асӑрханӑ. Пыра-пыра мӑкӑртатаҫҫӗ. 
Ҫав вӑхӑтра пирӗнпе пӗрле экскурсине пынӑ Тутарстанри Истори институтӗнче ӗҫлекен профессор эпӗ чӑркӑшнине кура, пырса ҫапла каларӗ: "Авалхи масар чулӗсенчен ытларахӑшӗ чӑвашла вуланаҫҫӗ, тутар чӗлхи Ылтӑн Урта вӑхӑтӗнче кӑна патшалӑх чӗлхине ҫаврӑна пуҫланӑ. Вӑл уйгур чӗлхине казах чӗлхинчен те ҫывӑхрах." Тӳрӗ кӑмӑллӑ наука ҫынни чӑнлӑх майлӑ, нацин файди майлӑ мар. 

Ҫак шухӑша тӗрӗсне хурсан тутар чӗлхи ӑҫтан тата хӑҫан ку тӑрӑха килни пирки те ҫирӗплетме пулать – 1236 ҫулта монголсемпе пӗрле. Ҫакна ӗненес пулсан 992 ҫулта чӑвашла калаҫакан Пӑлхар ҫыннисем ислам йышӑннӑ пулса тухать? 
Музейра та тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑх пасарти пек хӗвӗшет. Ҫӗр айӗнчен чавса кӑларнӑ ылтӑн ҫӗрӗсем, кӗмӗл тенкӗсем, пӑхӑр сулӑсем суя музей ҫуттисем ҫинче ялтӑртатса тӑрса пуян аваллӑха аса илтереҫҫӗ пире. Пӗлекенни – пӗлет, пӗлменни юптаруҫӑ-экскурсовод мӗн каланине ӗненет. Тӗрӗсмарлӑхпа ҫырлахас килмест те, анчах историе хӑҫан та ҫӗнтерекен ҫырать. Тепӗр енчен, Чӑваш Республики чӑвашсен Тутарстан, Самар, Чӗмпӗр тӑрӑхӗсенчи историйӗ тӗлӗшӗпе йӑшӑлтатманнипе те пулса иртет ҫакӑ. Политика ҫапла ӗнтӗ вӑл, пурне те чаплӑ, паттӑрла аваллӑх кирлӗ, тӗрӗслӗх айккинче тӑтӑр. 

Начаркка хурӑнташ пуян тӑванӗсен ӗҫкинче вырӑн тупайман пекех, пӑлхарсен чӑн историйӗ пӗр тымарлӑ икӗ халӑх пуҫлӑхӗсене юраса пӗтеймест. Пурте вӑтанаҫҫӗ унран: чӑвашсем мӑсӑльмана тухса авалхи ятне, вырӑнне ҫухатнишӗн именеҫҫӗ, тутарсем хӑйсен чӑваш несӗлӗсенчен вӑтанаҫҫӗ, вӗсен тӑванлӑхне йышӑнасасшӑнах мар. 

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: