Сувар

Туслăх туйăмӗ акулăшăн та ют мар

Туслă çыхăнусем çынсене кăна пӗрлештермеççӗ, хăйсем пеккисемпе лашасем, шимпанзесем, слонсем, акулăсем, дельфинсем туслашаççӗ

2011 çулта ООН-ăн генеральнăй Ассамблеи иӗлӗн 30-мӗшӗнче Халăхсем хушшинчи Туслăх кунне çирӗплетнӗ. Çӗр чăмăрӗ çинчи 7 миллиард çурă çынсенчен кашнийӗн туслăх пирки ырă туйăмсем пур тесе шутлас килет. Туслăх туйăмӗ çынсене пӗрлештернисӗр пуçне тӗрев те шанчăклăх туйăмӗ парнелет, хавхалану çуратать.

Кашни çӗршывра çак куна тӗрлӗрен уявлаççӗ. Пирӗн, тӗслӗхрен, ăна халăхсем хушшинчи туслă çыхăнусене халалланă. Тӗлӗнмелле те, анчах çак уява 10 çул уявланă хыççăн çакна палăртма пулать: туслăхăн символӗсен вырăнне – мульфильмсенчи сăнарсем йышăнса пыраççӗ – крокодил Генăпа Чебурашка тата кушак аçи Леопольд.   

Туслăх кунӗ юлташлăхпа çыхăннă пӗртен пӗр уяв мар. Июнӗн 9-мӗшӗнче Туссен кунӗ, июнӗн 25-мӗшӗнче – Славянсене пӗрлештеркен кун, июлӗн 3-мӗшӗ – вăрттăн туслăхăн кунӗ, Календарьте тахçанхи туссемпе тӗлпулмалли кун та пур – сентярбрӗн 26-мӗшӗ. Кӳршӗллӗ Белоруссире, тӗслӗхрен, майăн 19-мӗшӗнче ачасем Пионерла туслăхăн кунне уявлаççӗ.
 

Сăмах май, туслă çыхăнусем çынсене кăна пӗрлештермеççӗ, хăйсем пеккисемпе лашасем, шимпанзесем, слонсем, акулăсем, дельфинсем туслашаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: