Сувар

Кăçалхи мерăсем пин-пин вӗлле хуртне сыхласа хăварасса шанас килет

Вӗлле хурчӗсем вилни ял хуçалăх отраслӗ аталанса пыракан Тутарстаншăн та çивӗч ыйту, тӗслӗхсем нумай. Вăхăтра тивӗçлӗ мерăсем йышăнманнипе утарӗ-утарӗпе пӗтни те пур.

 
Авалтан сыхланса юлнă вӗлле хурчӗ хирсене пестицидсем сапма пуçланăранпа пӗтес хăрушлăхра. Ӗнер РФ Ял хуçалăх министерстви видеоçыхăну мелӗпе мӗнпур регионпа ирттернӗ ларăва шăпах 2020 çулта вӗлле хурчӗсене вилесрен сыхлассине халалланине пӗлтерет ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби. Тинех, кӗтсе илтӗмӗр иккен патшалăх тимлӗхне. Хирсене пестицидсем пӗр çул кăна сапмаççӗ вӗт, апла-тăк, вӗлле хурчӗсем çинчен манмалла марччӗ пек. Анчах асăрханмалли çинчен такăнса ӳкмесӗр кам аса илет-ха?
Вӗлле хурчӗсем вилни ял хуçалăх отраслӗ аталанса пыракан Тутарстаншăн та çивӗч ыйту, тӗслӗхсем нумай.  Вăхăтра тивӗçлӗ мерăсем йышăнманнипе утарӗ-утарӗпе пӗтни те пур. Чи малтан агрохолдингсемпе (фермерсемпе) утарçăсен хушшинче çыхăну пулманнипе çыхăннă вăл. Шăпах çак çитменлӗхе пӗтерес шутпа ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерстви утарçăсен реестрне туса хунă та. Вӗлле хурчӗсем пестицидсемпе наркăмăшланасран профилактика инструкцине Россельхозцентрпа пӗрле хатӗрленӗ. Вӗсем утарçăсен те,  ял хуçалăхӗсен те интересӗсене хӳтӗлеççӗ. Профилактика мерисем çинчен кашни районах пӗлтернӗ. Республикăн Ял хуçалăх министерствин сайтӗнче те паллашма пулать.  
Хальхи вăхăтра республикăра пурӗ 9106 утар, анчах вӗсенчен 40 проценчӗ кăна паспорт илнӗ иккен. Тукай, Заинск, Нурлат,  Елабуга районӗсемсӗр пуçне ыттисем питех йăшăлтатмаççӗ. Те утарçăсем тӗшмӗше шаннипе, те налук тӳлесрен шикленнипе çыхăннă-ши? Тӗрӗссипе, вӗлле хурчӗсене вилесрен сыхламалли пӗрлехи реестр тума кирлӗ иккен ку. Урăхла каласан, утарта мӗн чухлӗ вӗлле çемйисем пуррине шута илме кăна мар, мӗнле сиплев мероприятийӗсем ирттернине пӗлме те.
2020 çулта йышăннă мерăсем пин-пин вӗлле хуртне сыхласа хăварасса питӗ шанас килет. Профилактика мерисен инструкцийӗ  ансат та ăнланмалла пек  вӗт хальлӗхе. Кашни районтах WhatsApp мессенджерта фермерсемпе утарçăсен ушкăнне йӗркеленӗ. Фермер ăçта, хăш вăхăтра пестицид сапассине ку ушкăнра 3 кун маларах пӗлтерсе хурать. Çапла майпа утарçăн вӗлле хурчӗсене хăрушсăртарах вырăна куçарма е ытти сыхлав мерисене йышăнма вăхăчӗ пулать. Мӗн шутлани пурнăçа кӗтӗрччӗ кăна, мӗншӗн тесен вӗлле хурчӗсене упраса хăварас, малашне те тутлă та сиплӗ пыл çиес тесен, фермерсемпе утарçăсен пӗрле ӗçлемеллех. Урăхла май çук.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Реклама

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: