Сувар

Кӑҫал 18 пин ҫамрӑка военкомата чӗнтерӗҫ

Паянхи кунта республикӑри сборнӑй пунктран 1637 каччӑна ҫара ӑсатнӑ, вӗсенчен ҫурри ытла аслӑ тата ятарлӑ вӑтам пӗлӳллӗ

Ҫурхи призыв кампанийӗ 2019 ҫулхи июлӗн 11-мӗшӗччен тӑсӑлать. Ҫара кӑҫал Тутарстанран 3300 никрут каймалла. 

Ҫамрӑксене парти-партипе Самар, Свердловск, Оренбург облаҫӗсенчи тата ытти ҫӗрти учебкӑсене илсе каяҫҫӗ. Мускаври Президент полкне те квота пур.

Реклама

Ҫамрӑксен Кунӗнче пуху пунктӗнчен ҫара каякан каччӑсене официаллӑ ҫынсем, республика военкомӗ саламларӗҫ. Тӗн ӗҫченӗсем те пулас салтаксене Тӑван ҫӗршыва чыслӑн хӳтӗлеме пиллерӗҫ. Тутарстанри каччӑсем хӗсмет иртекен чаҫсене республика районӗсем шефла пулӑшу кӳреҫҫӗ. Унта кайса ҫӳреҫҫӗ, сӑлтаксемпе тӗлпӳлаҫҫӗ. 

Уяв концертне те Павлӑ районӗн юрӑҫӗсем самай илемлетрӗҫ.

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: