Сувар

Кӑҫал Тутарстанри ялсенче 105 спортплощадки тунӑ

Ҫулталӑк вӗҫлениччен тата 8 йӗлтӗр бази уҫӗҫ

 

Тутарстанри спорт минисрӗ ҫулталӑка пӗтӗмлетсе журналистсемпе тӗлпулчӗ.
Владимир Леонов сӑмахӗсемпе, юлашки темиҫе ҫулта Тутарстанра вӑйлӑ спорт инфраструктури тӑвӑннӑ. Спорт объекчӗсен шучӗпе - 11 пин ытла - Татарстан Раҫҫейре  малта пыраканнисенчен пӗри. Паянхи кун кашни райцентра, хулара хальхи спорт объекчӗсем пур.
2019 ҫулта Элметре хоккей хатӗрленӗвӗн икӗ пӑр площадкиллӗ "Нефтяник" центрне туса пӗтернӗ, Юдинора пӑр аренине хута янӑ, Саба районӗнче "Saba Arena" универсаллӑ спортзал уҫнӑ. Кӑҫал виҫӗ витнӗ футбол манежӗ тата пӗр футболпа-регби манежӗ тума тытӑнни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Хусан, Ҫырчалли, Анат Кама хулисенче пулӗҫ вӗсем. Спорт объекчĕсее 2020 ҫулта хута ярӗҫ.
2019 ҫулта 105 спортплощадка ӗҫе кӗртнӗ, ҫав шутра 9 хоккей коробкине. Ҫулталӑк вӗҫлениччен 8 модульлӗ йӗлтӗр бази уҫӗҫ.
2020 ҫулта ҫак объектсене тума тата юсама  150 млн тенкӗ уйӑрӗҫ. Тумалли 15 универсаллӑ спорт площадки, 5 бассейн, 5 пӑр керменӗ проекта кӗнӗ. 2020 ҫулта Аксура универсаллӑ футбол площадки пулӗ тесе шантарать спорт министрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: