Сувар

Кам пӗлӗт, ҫулла тата пулать-и кӑҫал?

Ҫурҫӗр полюсӗ енчен килекен сивӗ сывлӑш йӗпе юр та ҫӳтарма пултарать тесе асӑрхаттараҫҫӗ синоптиксем

РФ Гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вырсарникун, июлӗн 28-мӗшӗнче Раҫҫейӗн европа пайӗнчи, ҫав шутра Тутарстанри ҫанталӑк та, сивӗтсе ярать.  

Реклама

Ҫурҫӗр полюсӗ енчен килекен сивӗ сывлӑш йӗпе юр та илсе килме пултарать тесе асӑрхаттараҫҫӗ синоптиксем. Температура климат норминчен 8-10 градуса кая юлса пырӗ. Метеорологсем хатӗрленӗ прогноз тӑрӑх, июлӗн 28-мӗшӗнче Хусанта сывлӑш температури +20 градус, 29-мӗшӗнче + 15 градус, 30-мӗшӗнче +13 градуса ҫитет.

Теги: Погода
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: