Сувар

Камӑн чышки пысӑкрах

Рустам Миннихановӑн чӑмӑрӗ Тӗнче чемпионӗ пулнӑ боксерӑннинчен пысӑкрах

 

 

Тӗнчипе паллӑ Рой Джон боксер паян "Хусанти Кремль Кубокӗнче" хутшӑнать. Унччен малтан вӑл ТР Президенчӗпе Рустам Миннихановпа тӗлпулса Тутарстанри бокс аталанӑвне сӳтсе явнӑ.
Блогерсем тӗлпулури сӑнӳкерчӗкре легендарлӑ боксерӑн тата ТР Президенчӗн чӑмӑрӗсене танлаштарнӑ. Тватӑ виҫе категорийӗнче Тӗнче чемпионӗ пулнӑ Рой Джонс кӗҫӗннин чышки сӑнӳкерчӗкре пӗчӗкрех курӑннӑ.
"Бокс – характера, дисциплинӑна пиҫӗхтерет, хирӗҫ тӑракана хисеплеме вӗрентекен спорт тӗсӗ. Профессионалтан бокса вӗренни Тутарстанри пиншер ачашӑн пурнӑҫ путёвки пулса тӑма пултарать", – тенӗ Минниханов паллӑ спортсменпа калаҫнӑ чух.
Рустам Миннихановпа Рой Джонс "Бокс шкулсене" федераллӑ вӗрентӳпе спорт проекчӗн аталанӑвне те сӳтсе явнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: