Сувар

Камӑн-тӑр каникул пуҫланать кӑна-ха

Банксем пӑвкӑчне кӑштах ҫемҫетеҫҫӗ

Июлӗн 31-мӗшӗнчен Раҫҫейре ипотека каникулӗсем ҫинчен калакан саккун вӑя кӗрет. Ун тӑрӑх, пурнӑҫӗнче йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ заемщик ипотека кредитне тӳлессинче тӑхтав тума пултарать. Уншӑн ӑна банк штрафламӗ.

"Ипотека каникулӗсене" ҫурт-йӗр туянма 15 миллион тенкӗрен сахалтарах кредит илнӗ ҫынсене ярӗҫ. Ултӑ уйӑхлӑх льгота тапхӑрӗ пынӑ хушӑра заемщиксен тӳлев калӑпӑшне чакарма е кредитшӑн вӑхӑтлӑх тӳлеме чарӑнма май парать.
Пурнӑҫри йывӑр вӑхӑтсен шутне саккун кӑларакансем ӗҫсӗр ҫын (безработный) пек регистрациленнине, I е II ушкӑн инваличӗ пулса тӑнине, 2 уйӑхран ытларах ӗҫлеме пултарайманнине, юлашки икӗ уйӑх хушшинче вӑтам тупӑш 30% ытларах чакнине, ача ҫуратнине е усрава илнине тата ытти условисене кӗртнӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: