Сувар

Каникулсем пӗр эрне маларах пуҫланӗҫ

Каникулсене тӑсма тивсен – дистанциллӗ вӗрентӳ йӗркелемелле пулать

 

Коронавирус сарӑласран асӑрханса Тутарстан Президенчӗ шкулти ҫурхи каникулсен вӑхӑтне пӗр эрне маларах куҫарма хушнӑ. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене ТР Президенчӗн пресс-службин ертӳçи Лилия Галимова пӗлтернӗ.
"Ҫурхи каникулсем мартӑн 19-мӗшӗнче пуҫланаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех, республика Президенчӗ, шкул каникулӗсене тӑсма тивсен, Хусанта дистанциллӗ вӗрентӳ йӗркелес меслетсене те хатӗрлеме хушнӑ", – пӗлтернӗ Галимова.

Республикӑра апрелӗн 15-мӗшӗччен тӑсӑлакан ятарлӑ санитарипе эпидемиологи режимӗ кӗртнӗ, ун тӑрӑх нумай ҫын пухакан мероприятисене ирттерме чарнӑ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: