Сувар

Кашни партине тӳлевсӗр вӑхӑт парӑнать

Юптараҫҫӗ-и вӗсем унта, е чӑнласа мӗн тӗр тума шантараҫҫӗ – вӑхӑт кӑтартӗ.

 

ТР Тӗп суйлав комиссийĕн йышӑнӑвӗпе Патшалӑх Канашне суйланакан тата икӗ партин кандидачӗсен списокӗсене регистрациленӗ. Ку вӑл "Коммунисты России" тата "Партия РОСТА" партисен регионри уйрӑмӗсен ҫыннисем.
Икӗ парти те июлӗн 24-мӗшӗччен Тӗп суйлав комиссине кирлӗ документсене илсе килнӗ, ҫав шутра суйлакансем кандидатсене тӗрев парса алӑ пуснӑ подписной текен листсене те. Вӗсен шучӗ 16137-рен кая пулмалла мар.
ТР Суйлав кодексӗ тӑрӑх подписной листсенчи сведенисем тата суйлакансен алӑ пуснисем суя мар пулнине тӗрӗслеме 5-шер пин лист суйласа илнӗ.

Тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвӗсемпе икӗ партие те суйлава хутшӑнма ирӗк панӑ.

Августӑн 6-мӗшӗнче Хусанти Королев академик урамӗнчи 47-мӗш ҫуртри "Московский" культура центрӗнче ирхине 9 сехетре агитаци валли тӳлевсӗр телеэфир парас тӗлӗшпе жеребьёвка пуҫланать.
Аса илтеретпӗр, Тутарстанри Патшалӑх Канашне 100 депутат суйланать. 50-шӗ парти списокӗпе иртет, 50-шӗ пӗр мандатлӑ округсенче сасӑ пухса ҫӗнтермелле.


 

 

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: