Сувар

Кашни пациентӑн халӗсем – аван.

Вӗсем хӑйсене пульницара лайӑх туйччăр тесе мӗн пур услови туса панӑ

"Бриллиант патша хӗрӗ лайнер ҫинчен Тутарстана, Республикӑри клиника пултницине илсе килнӗ мӗн пур пациент хӑйне лайӑх туять тесе пӗлтернӗ Агафонов ячӗллӗ РКИБ тӗп врачӗ Марат Гатауллин.
"Енчен те пирӗн пульницана вырттарнӑ сакӑр ҫын сывлӑхӗ пирки калас пулсан, вӗсен ӳт температури ӳснине палӑртман,  катаральнӑй (ӳслӗк, сунас, пыр ыратни) симптомсем ҫук. Кулленхи лаборатори контролӗ илсе пырӑнать. Кашни пациент халӗсем – аван. Вӗсем хӑйсене пульницара лайӑх туйччăр тесе мӗн пур услови туса панӑ", –тесе пӗлтернӗ журналистсене Гатауллин.
Ун сӑмахӗсемпе, ҫак пациентсемпе ӗҫлекен пӗтӗм медперсоналӑн сывлӑхне тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ. Медиксен кирлӗ хӳтӗленӳ хатӗрӗсем пур, вӗсене кашнине тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ.
Маларах эпир Республикӑри клиника пульницине 8 ҫынна МЧС самолечӗпе илсе килни ҫинчен ҫырнӑччӗ.

Реклама

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: