Сувар

Кашнин ячӗ пулмаллах!

Çынни Тăван çӗршыва хӳтӗлесе вăрçă хирӗ тăрăх çӳренӗ, юн тăкнă, орден-медале тивӗçнӗ – унăн ячӗ «Астăвăм» кӗнекине кӗреймен

"Суварăн" кăçалхи май уйăхӗн 5-мӗшӗнче тухнă номерӗнче «Кукаçин ячӗ кӗнекере çук», «Танкистăн хушамачӗ мӗншӗн списокра çук?» ятсемпе пăшăрхануллă материалсем пичетленнӗччӗ. Вӗсем мана тарăн шухăша ячӗç. Мӗншӗн-ха?

Чăваш Республикин «Астăвăм» кӗнекин 5-мӗш томне (вăрçăран таврăннисем пирки) хатӗрлес ӗçе эпӗ те хутшăнтăм. Кӗнеки пичетленсе тухсан редколлеги ячӗпе нумай çыру килчӗ. Пуринче те тенӗ пекех пӗр ыйту: «Мӗншӗн пирӗн тăванăн (аттен, пиччен, аппан, кукаçейӗн, асаттен) ячӗ республикăн «Астăвăм» кӗнекинче çук-ши? Вăл та вăрçăра пулнă вӗт, киле орден-медальпе таврăннă. Тӗлӗнмелле!»

Хушамачӗ çук-тăк, вăрçăра пулман-им?
Пӗррехинче ӗç пӳлӗмне палламан хӗрарăм кӗрсе тăчӗ. Вăл хăйӗнпе паллаштарнă хыççăн мӗнле ыйтупа килнине пӗлтерчӗ: «Пирӗн атте 1941 – 1945 çулсенче Тăван çӗршыва паттăррăн хӳтӗленӗ. Вăрçăра вăл кӳршӗ çыннипе пӗрлех çапăçнă. Унăн хушамачӗ «Астăвăм» кӗнекинче пур, пирӗн аттен – çук! Вăл финн вăрçине те хутшăннă. Красноармеец кӗнекинче çапла çырнине хам та астăватăп. Район центрӗнчи шкулта музей йӗркеленӗ чухне пичче учитель ыйтнипе аттен хучӗсене, медалӗсене унта кайса панă. Хальхи вăхăтра шкулта музейӗ çук, ăна йӗркеленӗ учитель те пурнăçран уйрăлнă ӗнтӗ. Çапла çухалчӗç хаклă реликвисем. Эпӗ районти çар комиссариатӗнче те ыйтса пăхрăм, республика комиссариатне те çитрӗм – компьютера кӗрсе пăхаççӗ те сирӗн аçăрăн хушамачӗ çук, эппин вăл вăрçăра пулман теççӗ».
Эпӗ ăна Оборона министерствин Мускав облаçӗнчи Подольск хулинчи Тӗп архивне çырса пăхма сӗнтӗм, шыракан çын чăнах та хăйӗн ашшӗ пулнине ӗнентермеллине каларăм, унсăрăн архивистсем ыйтăва йышăнмасан та пултараççӗ – йӗрки çапла. Хӗрарăм çырса чăрманман, Подольска хăй кайса килнӗ, ашшӗ вăрçăра пулнине ӗнентерекен хутсене хăй аллипе тытса курнă. Ку кăна та мар, «Çапăçури хастарлăхшăн» медале тивӗçнине те пӗлнӗ. Копилесе илнӗ хутсене вырăнти Çар комиссариачӗсенче ӗçлекенсене кайса кăтартма та ӳркенмен. «Халӗ ӗнтӗ эпӗ мăнукăмсене мăн кукашшӗ Тăван çӗршывăн паттăр салтакӗ пулнине мăнаçлансах пӗлтеретӗп», – савăнăçне пытараймасть маттур хӗрарăм.

Çиелтен пăхмалла мар
Паллах, «Астăвăм» кӗнекине хатӗрлесе пичетлесе кăларасси çăмăл мар. Тен, кунта «çӳлтен» хушнине хăвăртрах пурнăçлас тени çак пархатарлă та сумлă ӗçе тӗплӗнрех пурнăçласа вӗçлесе çитерме чăрмантарчӗ?.. Списоксене хатӗрленӗ чухне таврапӗлӳçӗсене, вӗрентекенсене, ветерансене, журналистсене анлăрах явăçтармалла пулнă та çав... Пӗрле канашласа пӗр шухăш-тӗллевпе ӗçлесен кăна чăнлăх уççăнрах палăрӗччӗ. «Астăвăм» кӗнекин редколлегийӗ патне вара, чылай чухне, ял хутлăхӗн секретарӗн аллинче мӗн пур, çав çитнӗ пулӗ тетӗп.
Списоксене хатӗрленӗ чухне уйрăмах вăрçăран таврăннисем пирки пӗтӗмлетӳ тума кансӗр. Кунта сăмах вӗççӗн кăна калани е Çар комиссариачӗ пӗлтернисене çеç тӗпе хуни çителӗксӗр. Çак пархатарлă ӗçре субъективлă фактор тени хăш чухне кансӗрлеме​ те пултарать, чăвашла​ ăна ӗç çине çиелтен пăхни темелле-тӗр. 1965 çулччен Аслă Çӗнтерӳ кунне анлăн уявламан та вӗт. Фашистла Германие аркатса тăкнăранпа 20 çул çитнине палăртса юбилей медалӗ кăларсан çеç чăн фронтовиксен ятне-шывне тӗплӗнрех палăртма пуçланă. Анчах та ятарлă списока хатӗрленӗ чухне пӗр-пӗр çын ятне асăрхамасăр юлма е юриех манса хăварма та пултарнă.

Сывă таврăннисене
вилнӗ тесе çырнă
Республикăн «Астăвăм» кӗнекин пӗрремӗш пайне пухнă чухне йывăрлăхсем ытлах пулман-тăр. Вăрçăра пуç хунисен шутне Çар комиссариачӗсем, вырăнти ӗç тăвакан комитетсем 1946 çул тӗплӗн тӗпченӗ. Çав тӗллевпе килсерен çӳресе халăхран ыйтнă, вăрçăчченхи тата вăрçă хыççăнхи хуçалăх кӗнекисене, НКВД докуменчӗсене тишкернӗ, архивра упранакан «вилӗм» хучӗсене тепӗр хут пăхса тухнă. Ку ӗçре пӗр пысăк йăнăш тума пултарнă: вилни çинчен пӗлтернӗ çыру тăрăх çынна пуç хунисен шутне кӗртни. Çынни вара аманса сывалнă хыççăн тăван киле таврăннă, ячӗ вилнисен шутӗнчех юлнă. Эпӗ хамăн тӗпчев-шыравра кун пек тӗслӗхсемпе пӗрре мар тӗл пулнă. ​
Акă, Пăва районӗнчи Элшел ялӗн «Астăвăм» кӗнекине хатӗрленӗ чухне кун пек тӗслӗх темиçе те тупăнчӗ. Григорий Григорьевич Константинов тăван яла вăрçăран йывăр аманса госпитальте сипленнӗ хыççăн 1943 çулта таврăннă, килне ун пирки 1942 çулхи февраль уйăхӗнче «вилӗм хучӗ» çитнӗ.​ Йӗрке тăрăх «вилӗм хутне» пирвай Çар комиссариатне ярса панă, унтан çирӗплетнӗ содержаниллӗ хута адресата панă. Çар чаçӗнчен килнӗ «вилӗм хутне» (оригинала) пӗтернӗ, салтак ятне çухатусен списокне çырса хунă, кайран унăн шăпипе, ахăртнех, интересленмен те.
Акă, тата тепӗр тӗслӗх. Архив хутӗнче çырăнни тăрăх илсе кăтартатăп: «Малянов Порфирий Демьянович, 1915, моб. Буинским РВК, мл. сержант, 742 СП, 164 СД, погиб 4.12.1943. Зах.: Витебская обл., Дубровенский р-он, д. Красная Слобода». Çакăн пек сăмахсемлӗ хут килнӗ ӗнтӗ салтак мăшăрӗ Варвари аппа патне. Юрать-ха усал хыпар чăна килмен. Порфири тете пирӗн урамрах пурăнатчӗ, шӳте юрататчӗ. Вăл Элшел ялӗнчи фронтовиксенчен чи чаплă орденсем илнипе паллă, анчах кун пирки кам пӗлнӗ-ши? Порфирий Малянов вăрçăра вилнӗ тесе çырни Тутарстан Республикин «Астăвăм» кӗнекин 7-мӗш томне (Пăва районӗпе) çаплипех кӗрсе кайнă. Куратпăр: йăнăш темиçе теçетке çула тăсăлнă.

Йăнăша тӳрлетсен
аван та...
«Астăвăмăн» иккӗмӗш пайне хатӗрленӗ чухне ял хутлăхӗсем тăратнă списоксене тӗпе хунă. Вӗсене, маларах каларăмăр ӗнтӗ, 1963 – 1965 çулсенчех çырса тухнă. Тен, тепӗр хут тӗплӗн тӗпчесе тишкермен те, çав хальлӗнех кӗнекене кӗртнӗ. Çавăнпа манса юлнă ятсем сахал мар тӗл пулаççӗ. Кун пирки, палăртрăмăр ӗнтӗ, «Сувар» хаçат темиçе хут та пăшăрханса çырчӗ. Фронтовиксен тăванӗсем республикăн «Астăвăм» кӗнекине тытмассерен хăйсен çывăх çыннисен ячӗсене тупайманнипе кулянăвне пӗлтереççӗ. Чăн та ӗнтӗ, кӳренмелле! Çынни Тăван çӗршыва хӳтӗлесе вăрçă хирӗ тăрăх çӳренӗ, юн тăкнă, орден-медале тивӗçнӗ – унăн сăваплă ячӗ «Астăвăм» кӗнекине кӗреймен! Кун пек тӗслӗхсем, шел пулин те, кашни ялтах пур.
Паллах, хăйсен çывăх çыннин шăпине уçăмлатас тесе кашниех архив тăрăх çӳреймӗ. Тепӗр чухне çыру çӳретни те пулăшаймӗ. Çавăнпа килти документсене тирпейлӗ упрамаллине, вӗсене пӗлнӗ-пӗлмен çынсене тыттарса ярасран асăрханмаллине çине тăрсах асăрхаттарас тетӗп. Хăвăрăн тăванăрăн ячӗ-шывне республикăн «Астăвăм» кӗнекинче асăрхаймарăр пулсан, ку йăнăша мӗнле те пулин май тупса тӳрлетмеллине астăвăр. Красноармеец кӗнеки, наградăсен хучӗсем, асаилӳсем, архив çирӗплетӗвӗсем тата интернетри ресурссем пулăшӗç.

Элшелсенчен тӗслӗх илер
Чи шанчăклă çул – хамăрăн ялăн «Астăвăм» кӗнекине хатӗрлесе пичетлесе кăларасси. Ку енӗпе Элшелсем чăннипех те пысăк ӗç турӗç. Уйрăмах педагогика ветеранӗ, сăвăç, хастар таврапӗлӳçӗ Николай Трофимович Зимин тата ӗç ветеранӗ, тăван хуçалăхра чылай çул яваплă ӗçре тăрăшнăран ял çыннисене питӗ лайăх пӗлекен Владимир Африканович Малянов тăрăшнине палăртмалла. Вӗсем Тутарстан Республикин «Астăвăм» кӗнекин пӗтӗмлетӗвӗсемпе кăна çырлахман, вăрçăччен кашни килтех кам-кам пурăннине Хуçалăх кӗнекисем тăрăх тишкерсе тухнă, вăл е ку вăрçăра пулнипе пулманнине тăванӗсем урлă та, интернет ресурссем тăрăх та шыранă. Çапла майпа Элшел ялӗнчен вăрçăра пуç хунисем 180-ăн, таврăннисем 180-ăн пулчӗç.
Кунта çакна асăрхаттарса хăварни вырăнлă: списока тунă чухне Элшел ялӗнче çуралса ӳснӗ, анчах вăрçа çар хӗсметӗнчен е урăх комиссариатран кайнисене те шута илнӗ. Республикăн «Астăвăм» кӗнеки валли списоксене хатӗрленӗ чухне вара Çар комиссариачӗсен пӗтӗмлетӗвӗсене тӗпе хунă. Танлаштарма: Галина Григорьевна Годунова​ (хӗр чухнехи хушамачӗ Скворцова) Элшел ялӗнчи вăтам шкула пӗтерсенех салтак тумне тăхăннă, фронтра зенитчица пулнă. Вăрçă хыççăн тăван киле чиперех таврăннă. Ӗмӗрне Çӗпрел районӗнчи Чăваш Çӗпрелӗнче пурăнса ирттернӗ. «Астăвăм» кӗнекинче унăн хушамачӗ Çӗпрел районӗпе тăрать. Ялсен «Астăвăм» кӗнекине хатӗрленӗ чухне, паллах, çак принципран пăрăнма тивет – кашни ентешех ятран асăнмалла!
«Астăвăм» кӗнеки терӗм те – «Они вернулись с победой. Буинский район» кăларăм аса килчӗ, вăл лайăх пулса тухнă – илемлӗ, содержанийӗпе те пуян. Çитменлӗхӗсем вара – çавсемех. Эппин, вӗсенчен хăтăлма тăрăшмалла. Аслă Çӗнтерӳ кунӗн малашнехи уявӗсем тӗлне кашни ялпах тӗплӗ Асăну кӗнеки кăлармалла.

Василий ЦЫФАРКИН.
Пăва районӗ,
Элшел ялӗ.

www.tatar-inform.ru фотобанкӗнчен.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: