Сувар

Кашнийӗн хӑйӗн иммунитечӗ, кашнийӗн хӑйӗн эмелӗ

Лейла Фазлеева: "Вируса канашсем парса сиплемелӗх тӗпчемен-ха"

 

Самоизоляцире ларакан ҫынсене Тутарстанра больничный тӳлеме йышӑннӑ. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене ТР Премьер-министрӗн ҫумӗ Лейла Фазлеева пӗлтернӗ.
"Ют ҫӗршывран таврӑннӑ хыҫҫӑн е ют ҫӗршывран таврӑннӑ ӳсӗрекен е апчхулатакан ҫынпа ҫывӑх тӑнӑ, калаҫнӑ хыҫҫӑн хӑвӑра япӑх туйма пуҫласа коронавирус инфекцийӗ пур тесе шутлатӑр пулсан, температура виҫӗр. Вӑл пур пулсан врача киле чӗнӗр, поликлиника ан кайӑр. Больничный листсене чирлекенсене те парӗҫ, ҫавӑн пекех самоизоляцире ларакансене те. Ҫак йышӑнӑва карантинра ларакан ҫынсене тӗрев пама йышӑннӑ", – тесе палӑртнӑ Фазлеева.
Ҫавӑн пекех вӑл Тутарстанра пурӑнакансен коронавирус симптомӗсене асӑрхасан хӑйсем тӗллӗн сипленмелле марри, врача чӗнтермелли ҫинчен асӑрхаттарнӑ.
"Хыпар хатӗрӗсене те асӑрхаттаратпӑр: пӗрремӗшӗнчен, – препаратсем ан сӗнӗр, иккӗмӗшӗнчен, – халӑх меслечӗсене. Вируса канашсем парса сиплемелӗх тӗпчемен-ха. Эпир хамӑр тӗллӗн сипленме хӑнӑхнӑ. Ҫакна мӗнле вирус лексен те, мӗнле чир ерсен те тума юрамасть. Препаратсене, вӗсем пулӑшайманнипе мар сӗнме юрамасть, кашнийӗн пирӗн хӑйӗн иммуна системи, кашнийӗн уйрӑм эмелӗ",– тенӗ Лейла Фазлеева. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: