Сувар

Кăштах кулăш - 5

– Пӗлместӗр пулсан мӗн калаçмалла ӗнтӗ сирӗнпе?! – тесе хурать те Кукша алтаре кӗрсе каять.

Реклама

Чипер Маринепе Яка Кулине тӗл пулаççӗ:
– Эсӗ мӗн, Кăтра Кӗтернепе калаçма та пăрахнă-им? – ыйтать Кулине.
– Пăрахрăм çав, вăл сарă кăтрисене хуратса хунă та...
– Вара мӗн?
– Ытла та ăслă пулса кайнă, – ăнлантарать Чиперри.
* * *
Кукша Кӗркури тӗн семинарине вӗренме кӗнӗ тет. Çуллахи каникула килне таврăнсан ăна таçта аякка васкаса тухса каймалла пулнă пачăшкă вырăнне вăхăтлăха лартаççӗ. Служба вăхăчӗ çитсен  Кӗркури чиркӗве пырать, аллине хулăн кӗнеке тытса алтарьтен тухать:
– Çак кӗнекере мӗн тесе çырнă, пӗлетӗр-и эсир? – тесе ыйтать вăл.
– Çук, пӗлместпӗр! – хуравлаççӗ пухăннисем.
– Пӗлместӗр пулсан мӗн калаçмалла ӗнтӗ сирӗнпе?! – тесе хурать те Кукша алтаре кӗрсе каять.
Çапла темиçе кун иртет. Эрнерен ӗненекенсем пӗрле пухăнса канашлаççӗ те Кукша ыйтăвӗ çине:
– Пӗлетпӗр! Пӗлетпӗр! – тесе хуравлаççӗ.
– Пӗлетӗр пулсан мӗн çинчен каласа памалла ӗнтӗ сире? – тесе Кукша каллех алăк хыçӗнче çухалать.
Ӗненекенсем çавах та проповедьне итлемех шутлаççӗ, тепӗр эрнерен вӗсенчен çурри «пӗлетпӗр», тепӗр çурри «пӗлместпӗр» тесе хуравлаççӗ.
– Апла пулсан пӗлекенсем пӗлменнисене ăнлантарса парăр! – тесе çаврăнать те утать Кукша.        
Евгений ТУРХАН хатӗрленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: