Сувар

Кăштах кулăш – 9

Чăнкă Мирунпа Килсӗр Макçăм тӗл пулаççӗ

Мӗншӗн харлаттаратăн эсӗ çывăрнă чухне? – çулăхать арăмӗ Кукша Кӗркурие.
– Суйса ан тăр! – хăртса пăрахрӗ тет ăна Кукша. – Иртнинче эсӗ харлаттаратăн тесе малтанхи хут каланă хыççăн икӗ каç çывăрмарăм, куç хупмасăр хама сыхларăм. Анчах та пӗр сас та илтеймерӗм. Эсӗ юри ман çинчен сăмах саратăн, – тӳрре тухасшăн хайхискер.
* * *
Килсӗр Макçăмпа Чартак Çитăрӗ çӳп-çап купи çинче лараççӗ:
– Илтнӗ-и? Каллех кризис пуçланать теççӗ! – пӗлтерет Макçăм.  
– Чăнах-и? Мӗне пӗлтерет вара çав кризис текенни? – ăнлантарса пама ыйтать Çитăр.  
– Ну... Санăн паллакан олигархсем пур-и?
– Çук.
– Апла часах пулаççӗ.

* * *
Раççей турисчӗсене экскурсовод авалхи ишӗлчӗксемпе паллаштарать:
– Тимлӗх уйăрма ыйтатăп, çак башньăна виçӗ пин çул каялла туса лартнă.
– Пулма пултараймасть, кăçал пирӗн 2020 çул çеç вӗт! – кăшкăрса ярать Чипер Марине.
– Апла ку япалана çут тӗнче пулса кайичченех Çӳлти Турă ăсталанă ӗнтӗ, – ăнлантарать ăна Яка Кулине.
* * *
Чăнкă Мирунпа Килсӗр Макçăм тӗл пулаççӗ.
– Епле майпа çапла килсӗре тухрăн-ха эсӗ? Ачаранах пӗрле ӳснӗ эпир, шкула пӗрле çӳренӗ. Халӗ вара пурнăçсем пачах расна. Мӗншӗн çапла? – ыйтать Мирун.
– Пӗрле те пӗрлех мар çав... Ача садне çӳренӗренпех çав расналăх. Астăватăп, хӗрсем пуканелле вылятчӗç, çемье çавăрма хатӗрленетчӗç. Эс  хăвăн юлташусемпе машинăпа, конструкторпа вылянине астăватăп. Сиртен водительсем, инженерсем тухрӗç. Эпир хамăр çуртри ачасемпе çӳп-çап ещӗкӗсем патӗнче выляттăмăр, килсӗр пурăнма вӗренеттӗмӗр, – хаш сывласа каласа хучӗ тет Килсӗрри.

* * *
Вӗçкӗн Ваççа пӗрмай ӗçне кая юлса килет тет. Пуçлăха çакă тарăхтарсах çитерет, хыттăн асăрхаттарса ӗçрен кăларса ярассипе хăратать вăл Ваççана:
– Пӗреххут врач патне кайса килӗр, пӗр-пӗр эмел çырса патăр вăл сире. Урăх çывăрса ан юлăр тархасшăн.
Вӗçкӗн Ваççа пуçлăх хушнине итлет. Ирхине çывăрса тăрать те ӗçе вăхăтлă çитет, тӳрех пуçлăх патне кӗрет:
– Тав сире канашшăн! Куратăр-и, паян ӗçе вăхăтлах çитрӗм! – тет хайхискер.
– Паян вăхăтлă. Ӗнер ăçтаччӗ вара эсир?..
Евгений ТУРХАН хатӗрленӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: