Сувар

Кайӑк вӗҫевӗнчен Атӑл курӑнать

Вӑл ҫӗршывӑн 14 регионӗ витер юхса иртет

Паян Хусанти Кремль патӗнчи Казанкӑн илемлетнӗ ҫыранӗн хӗрринче "Аслӑ Атӑл ҫулӗ" курав уҫӑлнӑ. Унта Атӑл ҫинче пурӑнакан тӗп халӑхсен – удмуртсен, ҫармӑссен, чӑвашсен, тутарсен, вырӑссен – представителӗсене те чӗннӗ. Курав авторӗсем  Атӑла пуҫланнӑ ҫӗртен тытӑнса Каспий тинӗсӗ таран аэросьемкӑпа тунӑ пурӗ 204 фотоӳкерчӗк тунӑ. Ҫак курава уҫма Туризм енӗпе ТР патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Сергей Иванов тата ыттисем хутшӑннӑ. Вӑл курав авторӗсене Андрей Востровпа Валерий Безрученкона 3 ҫул хушши Атӑла кайӑк вӗҫевӗнчен ӳкернӗшӗн тав тунӑ. Аслӑ Атӑл ҫулӗ – ун тавра пурӑнакӑн халӑхсене  историпе, культурӑпа, йӑласемпе, тӗнсемпе хутӑштарать. Вӑл ҫӗршывӑн 14 регионӗ витер юхса иртет.
Фотокурав сентябрӗн 3-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (1)
Осталось символов:
  • 9 июля 2020 - 19:06
    Без имени
    Ку курав регионсем тāрàх çýрет.