Сувар

Хаҫат сайтӗнче ҫырнӑ хыҫҫӑн

"Сувар" хаҫатӑн интернетри соцсетӗсенче пуҫланӑ калвҫӑвӗ малалла тӑсӑлать. "Чӗлхене мӗнле упраса хӑвӑрма пулать? " ятлӑччӗ вӑл, кунта маларах ҫырнӑ хыпарсен хушшинче пур.

Ҫак шухӑша хамӑр сайтра пӗлтернӗ хыҫҫӑн "Одноклассникинче" тата "Инстаграмра" вулакансем хӗрӳ комментарийсем ҫыра пуҫларӗҫ. Вӗсенчен хӑшӗсемпе сире те паллаштарас килет.

Аскольд, Павлӑ районӗ:

"Ачасемпе ытларах пурте вырӑсла пӗлеҫҫӗ"

Елена, Ҫӗпрел районӗ:

"Питӗ тӗрӗс калатӑр, эп сирӗнпе веҫех килӗшетӗп. 13-мӗш ҫул ача садӗнче ӗҫлетӗп, ҫулсерен ачасем вырӑслансах килеҫҫӗ пирӗн пата. Чӗре ыратать чӑваш чӗлхи манӑҫа тухса пынишӗн. Чи пысӑк йӑнӑш тӑвакансем, чӗлхене пӗтерме пулӑшакансем – хамӑр, аттепе аннесем.

Малашне ялти чӑваш ачисем валли те шкулти чӑваш литературипе чӗлхине вӗренме вырӑс ачисем валли ҫырнӑ кӗнекесем кирлӗ пулаҫҫӗ тетӗп. Ывӑл 1-мӗш класа кайнӑ чухне чӑваш букварьне уҫса пӑхсан – йӗменни кӑна: пур произведени те тенӗ пекех вырӑс тата ют ҫӗршыв авторӗсен куҫарӑвӗсем, вулама тытӑнсан чӗлхене ҫавӑрма ҫук. Ӑҫтан юратмалла кун хыҫҫӑн хамӑр чӗлхене? Ун пек произведенисемпе пӗтӗм чӑваш литератури тулнӑпа пӗрех. Иккӗмӗш йӑнӑш ҫакӑнта пуль тетӗп.

Кӗнекесене тепӗр хут вырӑсла ют чӗлхе куҫарӑвӗсемсӗр ҫырмалла ҫӗнӗрен, вӗсене ачасем вырӑс литературинче те вӗренеҫҫӗ. 

Хамӑр вӗреннӗ чӑваш Букварӗнчи сӑвӑсем халӗ те асра... "

Юлия, Хусан:

"Чӑваш клавиатури ҫуккипе вырӑсла ҫыратӑп. Ку йӑлтах пиртен, ашшӗ-амӑшӗсенчен килет. Тӑван чӗлхене юратма, унпа калаҫма эпир килте вӗрентмелле. Манӑн юлташсем хушшинче вырӑсла тӗрӗс ҫыра пӗлмен чӑвашсем нумай, анчах вӗсем килӗсенче ачисемпе принципиально вырӑсла кӑна палкаҫҫӗ. Ялсенче куштанлӑх: ҫамрӑк ашшӗ-амӑшӗсем ачине ҫурӑлсанах вырӑсла калаҫма вӗрентеҫҫӗ."

Редакцирен:

Сирӗн кун пирки мӗн-тӗр каламалли пулсан, ҫырӑр, пичетлетпӗр. 

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: