Сувар

ХАЛĂХСЕН ТУСЛĂХӖН ЮРĂÇИ

Акцие унăн тӗллевӗпе задачисене пăхăнакан хуть хăш организаципе учрежденисем, творчествăлла пӗрлешӳсем е уйрăм çынсем те хутшăнма пултараççӗ

Аксури ял хутлăхӗсен хушшинчи тӗп библиотека 2020 çулхи апрелӗн 20-мӗшӗнчен пуçласа майăн 20-мӗшӗччен «Халăхсен туслăхӗн юрăçи» регионсен хушшинчи акци ирттересси çинчен пӗлтерет. Акцин тӗллевӗ – Н.И.Полоруссов-Шелепин пултарулăхне популяризацилесси, ачасене кӗнеке ытларах вулама явăçтарасси, Н.И.Полоруссов-Шелепи кӗнекисем пулăшнипе патриотла воспитани парасси, ырра вӗрентесси; задачи – Раççейре пурăнакан халăхсен культурине, йăли-йӗркине чӗлхе тата литература пулăшнипе аталантарассинче ачасемпе тата çамрăксемпе ӗçлекен организацисен вăйне пӗрлештересси.
Акцие унăн тӗллевӗпе задачисене пăхăнакан хуть хăш организаципе учрежденисем, творчествăлла пӗрлешӳсем е уйрăм çынсем те хутшăнма пултараççӗ.
Хутшăнакансене дипломсем параççӗ (вӗсене электронлă майпа ярса парӗç). Акцин координаторӗ – Аксури ял хутлăхӗсен хушшинчи тӗп библиотекăн ача-пăча уйрăмӗн заведующийӗ Валентина Васильевна Давыдова.
Йӗркелӳçӗсемпе çыхăнмалли информаци: 423060, Тутарстан Республики, Аксу хула евӗрлӗ поселокӗ, Романов урамӗ, 8-мӗш çурт.
Телефон: 8 (84344) 27121, 8 (84344) 28266.
Сайт: http://aksulib.ucoz.ru/
Координатор: 89274162966. E-mail: aksu_det_bib@mail.ru.
Хамăр инф.
Сăнӳкерчӗк enc.cap.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: