Сувар

Халӑх артисчӗн Салават Фатхетдиновӑн онлайн-концерчӗ ҫур миллион куракан пухнӑ

Акци #айдадомой хэштегпа иртет

Хваттерник текен концерта Тутарстанӑн официаллӑ площадкисенче, «ВКонтакте», «Одноклассники» социаллӑ сетьсенче тата YouTube каналра кӑтартнӑ. Вӑл Тутарстан ҫӑлтӑрӗсен онлайн юрланин серийӗнчен пӗрремӗш пулчӗ. Ҫапларах артист карантина ларакан ҫынсене тӗрев парас тата коронавируспа кӗрешмелли мерӑсене пӑхӑнмалли ҫинчен аса илтерес тенӗ.
"Пысӑк залри чӗрӗ концерт атмосферине, паллах, нимӗн те ҫитеймест, анчах халӗ пирӗн пӗрлешни, пӗр-пӗрне пӑхни пӗлтерӗшлӗ. Тархаслатӑп, килӗрте юлӑр, хӑвӑр ҫинчен, ҫывӑх ҫыннӑрсем ҫинчен шутлӑр, паттӑрлӑх кӑтартса чирпе кӗрешекен врачсем ҫинчен!" – чӗнсе каланӑ Салават куракансене.
Куракансем артистӑн ҫак ырӑ пуҫарӑвне ырласа йышӑннӑ – 3,5 пин комментарий ҫырнӑ вӗсем сехет ҫурӑра. Онлайн-концерта Тутарстанпа Раҫҫейре кӑна мар, Турцире, Испанире, Австралире, Конгора пӑхнӑ.
Салават Фатхетдинов эстафетӑна Ришат Тухватуллина панӑ. Пушкӑртстанри юрӑҫӑн та пиншер поклонник. Соцсетьсенче халӗ вӑл Салаватӑн рекордӗнчен иртет-и, ҫук-и тесе тавлашаҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: