Сувар

Халӑхпа пӗрле йышӑннӑ

Критиклеме эпир пурте хастар, ытларах тӗпелте. Чи хӗрӳ калаçусем унта иртеççӗ. Çакăнта палăрать влаçпа, политикăри лару-тăрупа, хаксемпе тата ыттипе кăмăлсăр пулни


Критиклеме эпир пурте хастар, ытларах тӗпелте. Чи хӗрӳ калаçусем унта иртеççӗ. Çакăнта палăрать влаçпа, политикăри лару-тăрупа, хаксемпе тата ыттипе кăмăлсăр пулни. Пиртен сахалăшӗ​ тӗрӗсмарлăха пӗтерес тӗллевпе ӗç тăваять, хăюлăх çитерет. Кун пек ирӗк те пур. Сăмахран, Патшалăх Канашне закон проекчӗ сӗнме пулать. Тӗрӗссипе, хамăрăн граждан прависене начар пӗлетпӗр эпир, туса панă майсемпе усă курмастпăр. ТР Культура министерстви иккӗмӗш çул çитес çулталăка палăртнă тӗллевсене сӳтсе явма республикăра пурăнакансене явăçтарать. Хăйсенчен те сӗнӳсем йышăнать. Пӗлтӗр министерство ирттерекен ыйтăма 3 пин ытларах çын хутшăннă пулсан, кăçал 6 пин ытла çын хăй шухăшне пӗлтернӗ. Проект пилотлă, ун çинчен пурте пӗлмеççӗ те пулӗ, унсăрăн темиçе миллионлă республикăра цифрăсем пач урăхла пулмаллаччӗ. ТР культура министрӗн шучӗпе те сахал çын хăй шухăшне пӗлтернӗ.
– Ку ыйтăма пурин те хутшăнмалла. Раççей Федерацийӗнче ку çӗнӗ практика. Çак пилот республикăра иккӗмӗш хут иртрӗ, вăл тӳрреммӗнех проектсене финанслассипе çыхăннă. Çавăнпа эпир приоритетлă тӗллевсем палăртса вӗсене халăхпа пӗрле сӳтсе яватпăр. Планлама, приоритетсене палăртма пӗлмесен укçа мӗн чухлӗ парсан та çитмӗ. Проект кирлӗлӗхне кура çулталăк планне туни ман шутпа тӗрӗс. Социаллă ыйтăма хутшăннисем патшалăх политикин пурнăçланăвне хутшăнма кăмăл тунине пӗлтерни питӗ аван. Хальлӗхе ун пеккисем республикăра 6 пин ытла. Пӗлтӗр çынсем ытларах цифровизаципе çыхăннă тӗллевшӗн сасăлӗç тесе шутланăччӗ. Вӗсем вара ачасемпе ӗçлессине тата хушма вӗрентӗве аталантарассишӗн, культура учрежденийӗсене​ çемьешӗн майлă тăвассишӗн сасăларӗç. Мӗне пӗлтерет ку? Пӗрремӗшӗнчен, ачалăхпа вӗсен пуласлăхне тӗп вырăна хунине, иккӗмӗшӗнчен, ыйтăма ытларах педагогсемпе ашшӗ-амăшсем хутшăннине. Вӗсем пулчӗç чи активлă граждансем. Кăçалхи приоритетсен шутӗнче – хушма вӗрентӳ учрежденийӗсене, ача-пăча музыка тата ӳнер шкулӗсене компьютер оборудованийӗсемпе тивӗçтересси, – терӗ Ирада Аюпова. Сăмах май, иртнӗ çулти тӗллеве Культура министерстви пурнăçларӗ. 2019 çулхи июнӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа ТР патшалăх музейӗсене шкул ачисене тӳлевсӗр кӗртме пуçларӗç. Унсăр пуçне çемье билечӗ хута кайрӗ тата кашни уйăхăн пӗрремӗш ытларикунӗнче хуть те кам та музее билетсăр кӗме пултарать.
Кам йӗркелет-ха приоритетлă тӗллевсене? Ӗçӗн пӗрремӗш тапхăрӗнче Культура министерствин специалисчӗсем отраслӗн эксперчӗсенчен, профессионалсенчен ӗçӗн чи кирлӗ енӗсемпе сӗнӳсем пуçтарать. Вӗсене тӗпчесе, сӳтсе явса министерство çумӗнчи Обществăлла канаш чи пӗлтерӗшлисене суйласа илет. Çапла анонимлă онлайн-сасăлава кăçал 20 тӗллев лартнă. Пӗр уйăха яхăн респондентсем вӗсенчен чи кирлисене палăртнă. Лартнă условисемпе кашни 7 чи кирлӗ тӗллевшӗн сасăлама пултарнă.
Онлайн-сасăлав кăтартăвӗсене шута илсе ТР Культура министерстви çумӗнчи Обществăлла канашăн ларăвӗнче отрасль эксперчӗсем 20 тӗллеврен 7-шне суйласа илчӗç. Вӗсем кӗреççӗ те ведомствăн çитес çулхи ӗç планне. Çавсен хушшинче: хушма вӗрентӳ учрежденийӗсене, ача-пăча музыка тата ӳнер шкулӗсене (пӗтӗмӗшле шутран 10 процентран кая мар) компьютер оборудованийӗсемпе (ноутбуксем, интерактивлă доскасем) тивӗçтересси; аслă çултисем валли иртекен тӳлевсӗр мероприятисен шутне ӳстересси; патшалăх культура учрежденийӗсене электронлă билетсем сутассине 45 процентран ирттересси;​ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче рисовани урокӗсене хальхи художниксене хутшăнтарса мастер-классем йӗркелесси, ку ӗçе Тутарстан Республикин муниципаллă районӗсенче 100 шкултан сахал мар хутшăнмалла; муниципаллă библиотекăсене хальхи литературăпа 100 экземпляртан сахал мар тивӗçтересси; Тăван çӗршывра ӳкернӗ кинофильмсен шутне 41 процентран сахал мар прокатра ӳстересси; ТР муниципаллă районсене патшалăхăн творчествăлла коллективӗсем тухса çӳрессине 10 процента ӳстересси.​ ​ ​

Ирина ТРИФОНОВА.
Сăнӳкерчӗк tatar-inform.ru сайтран.


 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: