Сувар

Иммунитета çирӗплетес тесен çак çырлана çимелле

Косметологсем ӗнентернӗ тăрăх, çак çырла пит тӗсӗ тата ӳт çине лайăх витӗм кӳрет, Хăмла çырли пӗркеленчӗксене якатма, çан-çурăма çамрăклатма пулăшать теççӗ.

Хăмла çырлинче А,В,С ушкăнӗсенчи витаминсем нумай, тимӗр, калий, магний, цинк, кальций тата ытти те.

Хăмла çырлипе медицинăра анлă усă кураççӗ, типӗтнӗ çимӗçсене организимран сиенлӗ япаласене кăларма, сиропсем тума усă кураççӗ.

Хăмла çырлинче виçӗ тӗрлӗ спирт пур, çавăнпа-ши, унпа халăх медицининче гриппа чирлисене, шăнса пăсăлнисене сиплеççӗ.

Хăмла çырлин чечекӗсем аялалла пăхса тăраççӗ, çавăнпа вӗлле хурчӗсене сӗткен пуçтарма çумăр чармасть. Пӗр гектар вăрманти хăмла çырли чечекӗнчен 70 кг пыл тухать.

Хăмла çырлин типӗтнӗ çулçисене ӗлӗк типӗтсе чей вырăнне ӗçнӗ.

Грексен легенди тăрăх, Крит утравӗнчи çамрăк патша майри пӗчӗк Зевса хăмла çырлипе хăналасшăн пулнă, ăна татнă вăхăтра вăл хăмла çырлин йӗпписемпе аллине чӗрмеленӗ. Çапла хăçан-тăр шурă тӗслӗ пулнă çырласем хӗрлӗ тӗсе пӗветӗннӗ тет.
Авалхи римлянсен пирӗн эрăчченхи 3 пин çул каяллахи çырăвӗсенче хăмла çырлине асăннă.

19 ӗмӗр вӗçӗнче швейцарири ăсчахсем хăмăр кăвак (фиолетовый) тӗслӗ çимӗçсемлӗ хăмла çырли сортне кăларнă, вӗсем хӗрлӗ тата хура çырла паракан тӗмсене пӗтӗçтернӗ.

Косметологсем ӗнентернӗ тăрăх, çак çырла пит тӗсӗ тата ӳт çине лайăх витӗм кӳрет, Хăмла çырли пӗркеленчӗксене якатма, çан-çурăма çамрăклатма пулăшать теççӗ.

Вырăссен халлапӗсенче хăмла çырлине ытти çырласенчен ытларах асăнаççӗ. «Малина» тесе пылак, шухăшсăр пурнăçа тата вăрă-хурах эшкерӗн вăрттăн вырăнне калаççӗ. 

Хăмла çырлисем çинчен сӗткен пуçтаракан вӗллесене пула вӗсен тухăçлăхӗ 60-100 процента çити ӳсет.
Хăмлда çырлин тăван çӗршывӗ – Ази шутланать.

Килте ӳстернӗ хăмла çырли вăрмантинчен шултăрарах пулать, анчах усăллă япаласем унта сахалтарах.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: