Сувар

Хамӑр ҫӗр-шыв та канма юрӑхлӑ

Хальхи вӑхӑтра Китая, Кӑнтӑр Кореяна, Италине тата Ирана канма кайма путевкӑсем сутмаҫҫӗ

 

Коронавирус сарӑлнине кура Тутарстанӑн туризм енӗпе ӗҫлекен Патшалӑх комитечӗн председателӗ Сергей Иванов отпуска каякансене ют ҫӗршывсен вырӑнне Тутарстанра канма сӗннӗ. Ҫакӑн ҫинчен вӑл журналистсене пӗлтернӗ.
"Хальхи вӑхӑтра ют ҫӗршывра канма сӗнме питӗ йывӑр, эпӗ ялан Тутарстанра канма сӗнетӗп. Пирӗн кунта лайӑх, интереслӗ вырӑнсем нумай, ҫавӑнпа та Тутарстанра канӑр", – палӑртнӑ вӑл.
Иванов сӑмахӗпе, халӗ туризм отраслӗ пӗтӗм тӗнчипех тарӑхать тата коронавируса пула тӑкаксем тӳсет. Ҫывӑх вӑхӑтра туризм компанийӗсене республика енчен тӗрев парассине палӑртма шутланӑ.
Хальхи вӑхӑтра Китая, Кӑнтӑр Кореяна, Италине тата Ирана канма кайма путевкӑсем сутмаҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: