Сувар

Хăнана кайсан е каймасан лайăх-ши...

37 самолетри 4 176 пассажирăн температурине виçнӗ. Телее, чирлисем çук.

Коронавирус инфекцийӗ сарăлас хăрушлăх çав-çавах пур-ха. Кăна кулленхи сводкăсенчен те куратпăр. Килте хупăнса ларса йăлăхнă çынсем тинӗс хӗррине, ытти регионта пурăнакан тăванӗсем патне тăтăшах хăнана кайма тытăнни лару-тăрăва çивӗчлетме пултарать. Мӗншӗн тесен инфекци ютран килнисенчен ернӗ тӗслӗхсем палăрма тытăнчӗç. Иртнӗ эрнере республикăра çакăн пек 11 тӗслӗхе шута илнӗ. Çавăнпа Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗ çынсене каннă вăхăтра та хăрушсăрлăх мерисем, хӳтӗленмелли хатӗрсем çинчен манмалла маррине асăрхаттарать. Çавна кура республикăра профилактика мерисене тимлӗхе илнӗ. Ку кунсенче çынсем апат-çимӗç лавккисене маска, перчетке тăхăнса кӗрессине, Тутарстана вӗçсе килнекен самолетсенчи пассажирсен температурине тӗрӗслеççӗ. 37 самолетри 4 176 пассажирăн температурине виçнӗ. Телее, чирлисем пулман-ха.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: