Сувар

Хăш чухне Хусанти автобуса ларма хăрушă

Мартăн 16-31-мӗшӗсенче республикăра «Автобус» профилактика мероприятийӗ иртет.

Аварисем нумайланнине кураТутарстанри ГИБДД автобуссен водителсене тӗрӗслеме тытăнасси çинчен пӗлтерет республикăри Патшалăх автоинспекцийӗн пресс-служби.

«Икӗ уйăхра Тутарстанра автобуссен водителӗсен айăпӗпе 27 авари пулса иртнӗ. Вӗсенче 31 çын суранланнă. Пӗлтӗрхи çак вăхăтпа танлаштарсен, происшествисен шучӗ ӳснӗ», – тесе пӗлтернӗ журналистене ТР ШӖМӗн ГИБДД Управленийӗн техника надзорӗн тата регистраципе экзамен ӗçне илсе пыракан уйрăмăн начальникӗн çумӗ Александр Севрикеев.

Аварисен тӗп сăлтавӗсем – водительсем хăвăртлăха ӳстерни, çул хӗресленӗвне иртес йӗркесене пăсни, дистанцие тытса пыманни тата çӗмрӗк автобуссемпе рейса тухни.

Пассажирсен турттарассинче хăрушсăрлăха ӳстерес тата аварилӗхе профилактикăлас тӗлӗшӗпе мартăн 16-31-мӗшӗсенче республикăра «Автобус» профилактика мероприятийӗ иртет.

Автоинспекторсем рейс умӗнхи техника тата медицина тишкерӗвне, тахографсем ӗçленине, водительсем ӗçпе кану режимне пăхăннине, хăвăртлăх режимне тӗрӗслӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: