Сувар

Ҫӑхав ҫыракансем ытларах хӗрарӑмсем

Кунне тӗрӗслеме 290 заявка килет. Ҫав вӑхӑтра ҫӑхавсен 36 процентне тӗрӗс мар ҫырнӑшӑн модераторсем йӑнӑшсене тӳрлетме каялла тавӑрса параҫҫӗ

Кӑҫал, январьпе июнь уйӑхӗсен хутлӑхӗнче "Халӑх контролӗ" системӑра 40 пине яхӑн заявка регистрациленӗ. Сак кӑтартусем ҫинчен журналистсене ТР Цифра министерствин ертӳҫин ҫумӗ Радик Гисмятов каласа панӑ.
"Пӗрремӗш ҫупҫуллпзра системӑна 39 пин заявка килнӗ, вӗсем пирки пурӗ 27 пин комментарий ҫырнӑ. Граждансем пӗр-пӗрин заявкине 79 пин хут тӗрев панӑ",– тесе пӗлтернӗ министр ҫумӗ.
Ытларах чухне "Народный контроль" системӑпа 25 ҫултан пуҫласа 44 ҫулти ҫынсем усӑ кураҫҫӗ. Ҫӑхав ҫыракансем ҫурри ытла хӗрарӑмсем.
Уҫӑ категорисенчен чи анлӑ сарӑлнисем ҫаксем: территорие тирпей кӗртесси, муниципаллӑ ҫулсене пӑхса юсаса тӑрасси, ҫулпа ҫӳрессине йӗркелени. Хупӑ категорисемпе ҪКХ услугисем малта тата коронавирус сарӑлнине чарасси.
"Халӑх контролӗ" система ӗнтӗ сакӑр ҫул ӗҫлет. Кунне тӗрӗслеме 290 заявка килет. Ҫав вӑхӑтра ҫӑхавсен 36 процентне тӗрӗс мар ҫырнӑшӑн модераторсем йӑнӑшсене тӳрлетме каялла тавӑрса параҫҫӗ.
Муниципалитетсенчи патшалӑх влаҫ органӗсен 800 ытла ӗҫченне килекен заявкӑсемпе ӗҫлеме явӑҫтарнӑ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: