Сувар

Хӗл Мучи коньки ҫинче

Республика ёлкинчен яланхи пекех пӗр ача та парнесӗр каймарӗ. Пылак çимӗçсем тултарнă Барслă рюкзака кашни ачана валеçрӗç.

 

Республикăн тӗрлӗ кӗтесӗнчи спорт ăмăртăвӗсен, конкурс-олимпиадăсен çӗнтерӳçисем, социаллă приютсенче воспитани илекенсем, пурнăç йывăрлăхне кӗрсе ӳкнисем – пурӗ 8 пин ытла ача декабрӗн 25-мӗшӗнче Хусанти «Татнефть-Аренăра» республикăн тӗп Ёлкинче пулса курчӗç. Вӗсене Хӗл Мучипе, Юр Пикепе пӗрле ТР Президенчӗ Рустам Минниханов саламларӗ.
Республика ертӳçи иртсе пыракан çулăн тӗп пулăмӗсенче – Ӗç профессийӗсем енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче тутарстансем пысăк тӳпе хывнине, Раççейри Театр çулталăкӗнче республикăра хăйне евӗрлӗ театр проекчӗсем пурнăçланнине палăртрӗ. Çитес çулта та пӗлтерӗшлӗ пулăмсем ТАССРăн – 100, Аслă Çӗнтерӗвӗн 75 çулхи юбилейӗсем кӗтнине каларӗ. Нумай енӗпе лидер шутланакан Тутарстан ачасемпе çамрăксенче малашлăха курнăран кунта çамрăксемпе ачасен проблемисене татса пама 20 программа, 400 ытла çамрăксемпе ача-пăча учрежденийӗ ӗçлет. «Ума амбицилле тӗллев лартса пурнăçлама ăнтăлăр, эпир сире шанатпăр!» – терӗ президент ачасене Çӗнӗ çулпа саламланă май.
2000 çултанпа йăлана кӗнӗ Республика Ёлки çуллен ачасене ятарлă представленипе савăнтарать. Кăçал Хусанти ача-пăча ташă театрӗсемпе Тутарстанăн пăр çинче эрешлесе, синхронлă ярăнакан сборнăйсем «Вăрттăн хулана шырани» пăр çинчи халап-мюзикл кăтартрӗç. Ӗç-пуç Хусан урамӗсенче, пӗртăван пиччӗшӗпе йăмăкӗ Амирпа Самира тавра çаврăнчӗ. Пиччӗшӗн сивӗ сăмахне пула Самира вăрттăн хулана лекет. Амирăн ăна шыраса тӗрлӗ тӗрӗслевсем витӗр тухма тивет. Сехет йӗппи 12 çапиччен ӗлкӗреймесен йăмăкне ӗмӗрлӗхех çухатас хăрушлăх та пур. Çак çул çинче Амира Хусана сыхлакансем – Хусан кушак аçи, шыв турттаракан, Ак Барс, Габдулла Тукай тата Зилант пулăшаççӗ. Амирăн çаплах пылак, кану, вăйă чарăнăвӗсенче те хăйне çӗнтермелле, вăрттăн хулан алăкне те чи хаклă япаласăр уçма çук. Йăмăкӗн кӳреннипе шăнса ларнă чӗрине ырă ӗçпе, каçару ыйтса ирӗлтермелле пулать. Ырăлăх, туслăх, юрату çинчен шухăша яракан мюзикл ачасене кӗçӗннисене хисеплемеллине, йăнăшсан тӳрлетме васкамаллине аса илтерчӗ.
Республика ёлкинчен яланхи пекех пӗр ача та парнесӗр каймарӗ. Пылак çимӗçсем тултарнă Барслă рюкзака кашни ачана валеçрӗç.
​ Ирина КУЗЬМИНА.

Сăнӳкерчӗксем www.tatar-inform.ru сайтран.

 

​ 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: