Сувар

Хӗллехи каникул вӑхӑтӗнче

Ҫӗнӗ ҫул юмахӗ

Ҫӗнӗ ҫул чи юратнӑ, кӑпӑшка шурӑ юрлӑ, чӑрӑш лӑсси шӑршиллӗ календарьти асамлă вӑхӑт .

Каникулсем усӑллӑ та кӑсӑклӑ иртчӗр, нумайлӑха асра юлччӗр тесе "Ура, каникул!" хӗллехи акци вӑхӑтӗнче, "Ӑшӑ ҫурт" приютра воспитани илекенсемпе пӗрле П. Дементьев музейӗнче​ ,,Ҫӗнӗ ҫул юмахӗ,,​ вӑйӑпа кану уявӗ иртрӗ.

​ Чӑн малтанах Ҫӗнӗ ҫула уявланин историйĕпе, кӗтсе илмелли йӑла-йӗркесемпе паллашрӗҫ, чӑрӑш праҫникре тĕп паллӑ пулнине, Хӗл Мучипе Санта Клаус хушшинче мӗнле уйрӑмлӑхсем пуррине, ҫаплах тӗрлӗ ҫӗршывра мӗнле чӗнннине пӗлчӗҫ.

Тӗрлӗ вӑйӑсемпе конкурссене хутшӑнчӗҫ, тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене шырарӗҫ, сӑвӑсем каларӗҫ, ӳкерчӗксем сӑрласа илемлетрӗҫ. ,, Икӗ Хӗл Мучи,, тата ,, Тилĕпе кашкӑр,, юмахсем пӑхса киленчӗҫ.

​ Уяв вӗҫӗнче ташӑ ташласа савӑнчӗҫ. Кӑмӑллӑ кану усӑллӑ иртрӗ, нумайлӑха асра юлӗ, хаваслӑ кӑмӑл-туйӑмпа туллин саланчӗҫ. 

Юрий Адьютантов

Автор сăнӳкерчӗкӗсем 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: