Сувар

Хӑрпан уявӗнче чӑвашсем те такапа чӳкленӗ

Палӑртса хӑвармалла, ислам тĕнне ӗненсе пурӑнакан чӑвашсем Кама леш енчи районсенче, нумаях мар пулин те, халӗ те пур

 

Тӗнчери мӑсӑльмансем паян Курбан-байрам уявлаҫҫӗ. Анчах та Меккӑна хаджа кайма кӑмӑл тӑвакансем те кӑҫал пултараймаҫҫӗ. Сауд Аравийӗ чикӗсене хупнӑ. Коронавируса пула Хаджа ҫав ҫӗршыври 10 пин ҫын кӑна хутшӑнма пултарать. Вӗсен те Кааба чулне алӑпа перӗнме юрамасть.
Пандемия пирӗн республикӑра та уяв йӗркине улшӑнусем кӗртнӗ. Мечӗтсене 65-рен иртнисене кӗртмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем аалли самоизоляци режимне Тутарстанра пӑрахӑҫламан-ха.
Апла пулин те эпир мӑсӑльман-юлташсене пысӑк уяв ячӗпе саламлатпӑр!
Нумай нациллӗ Тутарстанра пурӑнса эпир ҫак авалхи йӑлан пӗлтерӗшӗ сӑрӑлса, анлӑланса пынине сӑнатпӑр. Вӑл тӗн праҫникӗнчен халӑхсем хушшинчи тӑнӑҫлӑхпа килӗшӳлӗх уявне ҫаврӑнса пырать.
Палӑртса хӑвармалла, ислам тĕнне ӗненсе пурӑнакан чӑвашсем Кама леш енчи районсенче, нумаях мар пулин те, халӗ те пур. Вӗсем ӗлӗк те пулнӑ, тӗне кӗмен чӑвашсем мӑсӑльмансенчен ютшӑнман. Г. Тимофеевӑн   "Тӑхӑръял" кӗнекинче чӳкленӗ чухне пирӗн несӗлсем Хӑрпана та така пуснӑ.

М. Игнатьева сӑнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: