Сувар

Хурах хӗрарӑмсене кӑравул кӑшкӑрттарнӑ

Анчах лешӗ пама килӗшменнипе, хӗрарӑм пуҫӗнчен сакӑр хутчен пуртӑпа ҫапать. Ун хыҫҫӑн ҫуртне вут тӗртет те, тарать. 

 Следстви органӗсем 56 ҫулхи арҫын пирки пуҫарнӑ пуҫиле (уголовнӑй) ӗҫе тӗпчесе пӗтертӗмӗр тесе рапортлаҫҫӗ. Следстви комитечӗн ӗҫченӗсен версийӗпе 2017 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче çак арҫын Мамадыш хулинче пӗр лавкара 73 ҫулхи пенсионеркӑран лешӗ Ҫырчаллинче хӑлха аппарачӗ илме кайма хатӗрленнине вӑлтса пӗлет. Усал шухӑшлӑ арҫын хӗрарӑма унта лартса кайма сӗнет. Лешӗ килӗшет. Анчах ҫула май хурах ҫын курман ҫӗре пӑрӑнать те пенсионеркӑна пӑвса вӗлерет. Ун ҫумӗнчи пур укҫана хӑйне илет.

Темиҫе кунран арҫын малтан пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑмӑн 82 ҫулти аппӑшӗ патне кивҫене укҫа килсе ыйтать. Анчах лешӗ укçа пама килӗшменнипе, хӗрарӑм пуҫӗнчен сакӑр хутчен пуртӑпа ҫапать. Ун хыҫҫӑн ҫуртне вут тӗртет те, тарать. Йӗр хӑварманнипе кӑна тупаймаҫҫӗ. 

2018 ҫулхи июль уйӑхӗнче хайхи Удмурти хӗрарӑмне улталаса машинӑпа хире лартса каять, унта ӑна 12 хутчен ҫӗҫӗпе чикет. Анчах суранӗсем йывӑр пулсан та, 67-ри хӗрарӑм вилӗмрен ҫӑлӑнса юлать. Вӑл кӑтартнипе хураха йӗрлесе тытаҫҫӗ.

Анчах йӗрке хуралҫисен аллине лексен те арҫын хӑй айӑпне туллин йышӑнман. Вӑл тунӑ преступленисемпе суд пӑнчӑ лартӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: