Сувар

Хусан декларацийӗ

Улшăнса тăракан тӗнчен тӗп ыйтăвӗ – вăтам профессилле пӗлӗвӗн тӗшши, хатӗрлев пахалăхӗн хаклавӗ

Ӗç профессийӗн 45-мӗш WorldSkills чемпионачӗ масштабӗпе кăна мар, тухăçлă ӗçӗпе те юхăмăн историне кӗрсе юлӗ.  Чи пӗлтерӗшли – августăн 23-24-мӗшӗсенче иртнӗ министрсен саммичӗ. Аса илтеретпӗр, чемпионатăн 60 çулхи историйӗнче иккӗмӗш пулчӗ вăл. 38 çӗршывăн вӗрентӳпе кадрсем хатӗрлессишӗн яваплă министрсем тата халăхсем хушшинчи 6 организацисен представителӗсем хутшăнса профессилле вӗрентӳ системине сӳтсе яврӗç. Раççей профессилле вăтам пӗлӳллӗ специалистсен хатӗрлевӗн пахалăхне хакламалли документ сӗнчӗ. «Улшăнса тăракан тӗнчен тӗп ыйтăвӗ – вăтам профессилле пӗлӗвӗн тӗшши, хатӗрлев пахалăхӗн хаклавӗ. WorldSkills юхăма хутшăнакан çӗршывсем ăна халăхсем хушшинчи стандартсемпе хаклаççӗ. Эпир Хусан хатӗрлев пахалăхне хакламалли пӗрлехи меслет – Хусан декларацине –  сӗнетпӗр. Документа икӗ кун сӳтсе явнă хыççăн хатӗрлесе çитерчӗç, йышăниччен халăхсем хушшинчи хаклава иртмелле. Декларацин тӗп тӗллевӗ – специалистсене хатӗрлессин пахалăхне хакласси. Декларацие хутшăнакансем халăхсем хушшинчи стандартсене тӗпе хунă çак хаклава пурне те ăнланмалла та витӗр курăнмалла тăвасшăн, – саммита кӗскен пӗтӗмлетрӗ РФ Вӗрентӳпе наука министрӗ Ольга Васильева саммит вӗçленсенех журналистсемпе тӗл пулсан. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: