Сувар

"Хусан феноменне" мӗнле аркатни ҫинчен

... сирӗн шав лару-тӑру ҫине мӗнле-тӗр группировкӑсем, лидерсем витӗм кӳреҫҫӗ. Хӑҫан эсир лару-тӑру ҫине витӗм кӳме тытӑнатпӑр?

1990 ҫулсенче йӗркеленнӗ вӑрӑ-хурах эшкерӗсене ҫӗмӗрме правона сыхлакансене Тутарстан ертӳҫисем пур енчен те тӗрев панипе пултарнӑ. "Хусан феноменӗпе" кӗрешнӗ ҫӗрте мӗн ҫӗниерме пулӑшни ҫинчен журналистсене вӑл вӑхӑтра ТР шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ, Тутарстанри тӗп федераллӑ инспекторта тӑрӑшнӑ Ренат Тимерзянов каласа панӑ.
Ун сӑмахӗсемпе "Хусан феноменӗн" никӗсӗнче 1980-1990 ҫулсенчи социаллӑ пурнӑҫри тата экономикӑри йывӑрлӑхсем пулнӑ. ТР ШӖМӗн пӗтӗмлетӳ колленийӗсенчен пӗрне Тутарстанӑн ун чухнехи Президенчӗ Минтимер Шаймиев хутшӑннӑ хыҫҫӑн преступноҫпа кӗрешессинче лару-тӑру тӗпрен улшӑнма пуҫланӑ.
"Ман доклад пырать, эпӗ оперативлӑ криминогенлӑ лару-тӑру ҫине группировкӑсемпе вӗсен ертӳҫисем витӗм кӳни ҫинчен калатӑп. Вӑл мана пӳлчӗ те: "Сирӗн пата коллегисене мӗн чухлӗ ҫӳретӗп, сирӗн шав лару-тӑру ҫине мӗнле-тӗр группировкӑсем, лидерсем витӗм кӳреҫҫӗ. Хӑҫан эсир лару-тӑру ҫине витӗм кӳме тытӑнатӑр?" терӗ, – аса илет Тимерзянов. – Эп калатӑп: "Политика ирӗкӗ кирлӗ", – тетӗп. Вӑл хуравлать: "Эпӗ сире ӑна паратӑп". Шаймиев чӑнах та, пире яланах тӗрев паратчӗ", – каласа панӑ Тимерзянов. Ҫавӑн пекех вӑл ун чухне правона сыхлакансене ТР Правительстви вӑйлӑ пулӑшни ҫинчен те асӑннӑ.

Реклама

  Андрей Кузьмин

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: