Сувар

Килте лармасан чир ерет

Тутарстанра майăн 5-мӗшӗнче коронавируспа чирлисен шучӗ тата ӳснӗ. Ăшă та илемлӗ çанталăкра çынсен килте ларас килмест, паллах.

Тутарстанра майăн 5-мӗшӗнче коронавируспа чирлисен шучӗ тата ӳснӗ. Ăшă та илемлӗ çанталăкра çынсен килте ларас килмест, паллах. Кун пек чух нумайăшӗ санитарипе эпидемиологи нормисене пăхăнмалли çинчен манать. Паян республикăра Covid-19 инфекцине 91 çынра тупнине пӗлтерет республика ертӳçин пресс-службин ертӳçи Лилия Галимова.   

Реклама

29 çынна больницăна хунă, 62-шӗ килте сипленет, вӗсен сипмтомсемсӗр чирлеççӗ. Ачасенчен 6-ăн, 18-тан пуçласа 30-ччен 9-ăн, 30 – 50 çултисем хушшинче 41, 50 – 60 çултисен хушшинче 22-ӗн, 60 – 70 çултисем хушшинче 9-ăн, 70 – 80 çултисем хушшинче 3-ӗн чирленӗ.  Хусан хуласем хушшинче пӗрремӗш вырăнта, кунта вирус ернӗ 52 çынна палăртнă, Çырчаллинче – 9, Арск, Çӳлту, Тукай районӗсенче тăватшар, Пăва, Лайăш, Пӗтреç районӗсенче икшер, Элкел, Элмет, Атня, Балтаси, Тури Услон, Елабуга, Ешӗлвар, Кайпăç, Лениногорск, Мамадыш, Анат Кама, Спас районӗсенче пӗрер пулăм палăрнă. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: