Сувар

Килте сасӑлавпа пурте кӑмӑллӑ юлнӑ

Урнӑна алӑк умне хураҫҫӗ, суйлакан унта бюллетеньне пӑрахать

 

Тутарстанра Конституци тӳрлетӗвӗсемпе килӗсенче 200 пин ытла ҫын сасӑланӑ. Кун ҫинчен ТР Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Андрей Кондратьев Андрей Кузьмина интервью панӑ чух каланӑ.
"Килӗсенче 200 пин ытла ҫын сасӑланӑ. Ку пулӑма технологи енчен те хаклама пулать, – тенӗ Кондратьев.
Ҫынсем патне килӗсене ҫӳрекен сӑнавҫӑсемпе участокри суйлав комиссийӗн пайташӗсем экрансемпе хӳтӗленнӗ, маскӑсем, перчеткесем, халатсем тӑхӑннӑ. Кашни суйлакана стерильлӗ хӳтӗленӳ хатӗрӗсемпе кирлӗ хутсен пуххи парӑннӑ.
"Ун ӑшӗнче бюллетень, корешок – гражданин бюллетене илнине ҫирӗплетсе алӑ пусакан кӗнекерен, ручка, маска, перчеткесем. Ҫак пакета алӑк тытки ҫине ҫакаҫҫӗ те шӑнкӑрав кнопки ҫине пусаҫҫӗ.
Суйлавҫӑ алӑкне уҫать, пакетне илет, маска, перчеткесем тӑхӑнать. Вӑл сасӑлать, урнӑна алӑк умне хураҫҫӗ, суйлакан унта бюллетеньне пӑрахать", – ӑнлантарса панӑ килти суйлав процедурине Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ.
Палӑртса хӑвармалла, килте сасӑланӑ пирки Тӗп суйлав комиссине пӗр ҫӑхав та килмен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: