Сувар

Килтех юлӑр, сыхланӑр

Тутарстан Президенчӗ самоизоляци вӑхӑтӗнче хуласенчи патрулирование вӑйлатма хушнӑ

Реклама

 Оперативлӑ штабӑн хӗрӳ линийӗ республикӑра пурӑнакан хӑйсен сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханакан ҫынсенчен нумай шӑнкӑрав йышӑнать. Пайтахӑшне санитарипе эпидемиологи режимӗ вӑхӑтӗнче урамсенче халӑх нумай пулни пӑшӑрхантарать. Хӑйсен сывлӑхӗшӗн хӑраса вӗсем мерӑсем йышӑнма ыйтаҫҫӗ.

Ҫавна май республика Президенчӗ хуласенче ятарлӑ службӑсен патрулированине паянхи кунран пуҫласа вӑйлатма хушнӑ.
Аса илтеретпӗр, Тутарстан Республикин Президенчӗн Указӗпе килӗшӳллӗн, апрелӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа йӗркене административлӑ майпа пӑсакансем пирки штраф протоколсем ҫырма пултаракан уполномоченнӑйсен шучӗ самай ӳснӗ.
Килтех юлӑр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: